Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тимӗрҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тимӗрҫӗ (тĕпĕ: тимӗрҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ алтӑра тимӗр авринчен тытса, тимӗрҫӗ чӗрӗ хӑйӑр илме килхушшине тухрӗ.

Ухватив пустой ковш за длинную железную ручку, кузнец вышел во двор за свежим песком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Георге Моломан тимӗрҫӗ, ҫак хыпара илтсен, пӑлханма пуҫларӗ.

Взволнованный этим слухом, кузнец Георге Моломан.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Ҫамрӑк сутуҫӑ умне вара тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вӗркӗч пек хашкаса пырса тӑтӑм.

Помоги переводом

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Чарӑнса тӑрса итлесен, тимӗрҫӗ лаҫҫинче тимӗр шакканине илтме пулать; таҫта пуртӑ сасси илтӗнет; ӗне ферми патӗнче «Беларусь» трактор кӗрлет (машина ҫулӗ ҫук пирки хулана сӗт тракторпа леҫеҫҫӗ).

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ял хуҫалӑх тата техника кадрӗсем хатӗрлекен чӑн-чӑн «тимӗрҫӗ лаҫҫи» пулнӑ.

Помоги переводом

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Анчах тимӗрҫӗ унӑн чи ыратакан суранне тӗкӗннӗрен, малтанах шурса кайрӗ, унтан хӗрелчӗ, куҫне куҫҫуль тапса тухрӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ачам, сана таҫта курнӑ эп, — калаҫма пуҫларӗ тимӗрҫӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ирех юмах ярсан, юхма ҫӑпан тухать, — тавӑрчӗ тимӗрҫӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӑй вырӑнне вӑл те ҫирӗм, те вӑтӑр тимӗрҫӗ вӗрентсе кӑларчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӑнасем салансан, эпӗ Кульккаран Прухур тимӗрҫӗ ҫинчен ыйтрӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ял пуҫӗнче халӗ нимӗнле тимӗрҫӗ лаҫҫи те ҫук.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эпир — ӗҫсӗр аптранӑ ача-пӑча — тимӗрҫӗ лаҫҫине вӗркӗч аври туртасшӑн ҫеҫ мар, Прухур пичче тӗрлӗ халап-юмах янине итлеме ытларах пухӑнаттӑмӑр.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тепри ӗҫленӗ пулсан, тен, каяс та ҫукчӗ эпир тимӗрҫӗ лаҫҫине…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Прухур тимӗрҫӗ вучахран хӗрсе ҫитнӗ тимӗре кӑларса илет те, сунтал ҫине хурса, мӑлатукӗпе кӳпкеме пуҫлать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ялти ачашӑн тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пахараххи нимӗн те ҫук пуль.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Пӗлместӗп: шухӑшӑм шухӑшласа кӑларчӗ-и ӑна, е тата уйӑх каяллахи тӗлпулу хыҫҫӑн пулчӗ-и вӑл — анчах тимӗрҫӗ сӑнарӗ юлашки кунсенче пӗр вӗҫсӗр куҫ умне тухать те, манӑн ун ҫинчен ыттисене те каласа парас килет.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ытти салтаксене ӑсатнине те астукалатӑп эп, анчах Прухур тимӗрҫӗ кайни ытла та куҫ умӗнче.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Прухур — тимӗрҫӗ, пӗртен-пӗр хуҫа пек, трантас ҫине саркаланса тӑнӑ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Уйрӑмах эпӗ Тимӗрҫӗ Прухур ялтан епле тухса кайнине лайӑх астӑватӑп.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней