Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тепӗрине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итлесерех тӑрсан, эпӗ пӗр сассине палласа илтӗм, унтан тепӗрине те.

Прислушавшись, я узнал один из голосов, а затем другой.

LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

24. Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ.

24. Никто не может служить двум господам: ибо или одного будет ненавидеть, а другого любить; или одному станет усердствовать, а о другом нерадеть.

Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Унччен, ҫав кунсем умӗн, ҫыншӑн тӳлени, выльӑх ӗҫӗшӗн те тӳлени пулман; каяканнине те, килекеннине те тӑшман канӑҫ паман; кашнийӗ пӗри тепӗрине кураймасӑр пурӑннӑ — Эпӗ ун пек тума чарман.

10. Ибо прежде дней тех не было возмездия для человека, ни возмездия за труд животных; ни уходящему, ни приходящему не было покоя от врага; и попускал Я всякого человека враждовать против другого.

Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Анчах никам та ан тавлаштӑр, никам та тепӗрине ан питлетӗр; санӑн халӑху вара — священникпа тава кӗрекенсем пекех.

4. Но никто не спорь, никто не обличай другого; и твой народ - как спорящие со священником.

Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Сан ҫинчен вара, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсенӗн килӗ-ҫурчӗ таврашӗнче, алӑкӗсен анинче калаҫаҫҫӗ, пӗри тепӗрине, тӑван хӑйӗн тӑванне калать: «кайӑр та Ҫӳлхуҫаран мӗнле сӑмах тухнине итлӗр» теҫҫӗ.

30. А о тебе, сын человеческий, сыны народа твоего разговаривают у стен и в дверях домов и говорят один другому, брат брату: «пойдите и послушайте, какое слово вышло от Господа».

Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Самсон вара ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ юпана, пӗрне — сылтӑм хулӗпе, тепӗрине сулахай хулӗпе хирсе, вырӑнтан хускатнӑ.

29. И сдвинул Самсон с места два средних столба, на которых утвержден был дом, упершись в них, в один правою рукою своею, а в другой левою.

Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ пӗри тепӗрине тӗлӗк каласа парать: мадиансен тапӑрӗ тӑрӑх ҫап-ҫавра урпа ҫӑкӑрӗ кусса пырать пек, чатӑр патне ҫитрӗ те ҫавӑ, ӑна вирлӗн кӑна пырса ҫапӑнчӗ те тӳнтерсех ячӗ, чатӑр салансах кайрӗ, тет.

И вот, один рассказывает другому сон и говорит: снилось мне, будто круглый ячменный хлеб катился по стану Мадиамскому и, прикатившись к шатру, ударил в него так, что он упал, опрокинул его, и шатер распался.

Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней