Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

телогрейка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл Ступина шанчӑклӑ вырӑна ҫитерсе хыр айне вырттарса хӑварнӑ, ҫиелтен ӑна хӑйӗн шинелӗпе витнӗ, унтан хӑй автоматне илсе телогрейка вӗҫҫӗнех ҫитес ҫӗре шуса кайнӑ.

Он вынес друга в безопасное место, положил его под сосенкой, укрыл своей шинелью, а сам, взяв автомат, в одной телогрейке пополз обратно.

Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.

Мотор сивӗне пуҫланӑ, сивӗ шӑм-шакках пырса тивет, ӑна ӗнтӗ кӗске кӗрӗк те, телогрейка та хӑтараймасть.

Мотор остывал, холод пронизывал до костей, и шофера не защищали ни полушубок, ни ватная телогрейка.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шинель те, телогрейка та, гимнастеркӑпа аялти кӗпе те манӑн ҫӗтӗк-мӗн.

Шинель, и телогрейка, и гимнастерка, и нательная рубаха в самом деле были разодраны.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн тин кӑна, призыва килес умӗн промтовар карточкипе илнӗ телогрейка кӗсйинче, полевой почта адресӗпе ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫыру выртать.

В кармане моей штатской телогрейки, купленной накануне призыва по промтоварной рабочей карточке, лежало письмо, угольничек с адресом полевой почты.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн телогрейка вара, типографи сӑрӗсемпе те мазучӗсемпе витӗрех сӑрланса пӗтнӗскер, йӗп-йӗпех, тин кӑна шыва кӗрсе тухнӑ тейӗн.

А моя телогрейка, пропитанная, как мне казалось, насквозь типографским мазутом и краской, была настолько мокра, будто я в ней только что искупался.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нивушлӗ манӑн телогрейка кӗсйинчи гранатӑсем чӑнласах ҫурӑлма пултараҫҫӗ?

Неужели гранаты, которые лежат у меня в боковом кармане телогрейки, могут на самом деле взорваться?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тахӑшӗ ҫаплах пирӗнтен юлмасть, вӑл секретарьтен темӗн ыйтать, телогрейка ҫаннинчен туртать.

Кто-то бежал за нами, о чем-то просил секретаря, дергал его за телогрейку.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Секретарӗ те ахаль чухнехи лек секретарь мар: хулпуҫҫи урлӑ телогрейка уртса янӑ, ваткӑран ҫӗлетнӗ шӑлаварпа, атӑпа, тӗксӗм ҫӳҫӗ арпашӑнса кайнӑ, пӗвӗпе те хӑй манран кӑшт пӗчӗкрех пулас.

Впрочем, и сам секретарь не был похож на секретаря: на плечи накинута телогрейка; ватные брюки, заправленные в сапоги; темные волосы над высоким лбом растрепаны, и ростом он, кажется, чуть ниже меня.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ариша аппа, телогрейка тӑхӑнса ӑшӑ шаль ҫыхиччен, нимӗҫ пирӗнпе, Игорьпе иксӗмӗрпе, калаҫма пуҫларӗ.

Пока тетя Ариша накидывала телогрейку и шаль, немец разглядывал нас с Игорем.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун ҫийӗнче халь ҫар тужурки, тужурка ҫийӗн — тиртен ҫӗлетнӗ жилет — телогрейка, ӑна вӑл тӳмелеме те ӗлкӗреймен.

Застегивает на себе военную тужурку под меховым жилетом-телогрейкой.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кантӑк умӗнче пӗр телогрейка тӑхӑннӑ, пуҫне тутӑр ҫыхнӑ карчӑк ларать.

У окна сидела старушка в телогрейке и с платком на голове.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней