Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

телейлисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телейлисем сехет ҫине пӑхмаҫҫӗ, — терӗ художник ӑшшӑн.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Телейлисем калаҫнине итлеме юрататӑп….

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫак ҫулсене Радий Фаритович пурнӑҫра чи телейлисем тенӗ.

Эти годы Радий Фаритович назвал самыми счастливыми в жизни.

Радий Хабиров ансат мар вӑхӑтра пушкӑрт халӑхӗпе пулнине палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3475840

Миҫе ҫын, миҫе тӗрлӗ шӑпаллӑ пурнӑҫ, телейлисем тата телейсӗррисем!

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ун чухне ман пек телейлисем питех те сахал пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен манӑн халь каланӑ ҫакнашкал ӗмӗтсемпе пурнӑҫ хушшинче танлаштару палли тӑнӑ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Енчен те мана яланах асра тытса, тӳрӗ ӗҫпе, йӗркеллӗ пурӑнакан телейлисем ҫаплах пурӑнакан телейсӗррисемпе хӑйсен телейне пайлаҫҫӗ пулсан, лешсем те, кусем те ман патшалӑха кӗме тивӗҫлӗ (Ҫӗр ҫинче телейлисене те, телейсӗррисене те эпӗ те, усал та мар — ҫынсем хӑйсем ҫуратаҫҫӗ).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Телейлисем нимрен те хӑрамаҫҫӗ ав.

Завидует Яндул счастливым людям —

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Телейлисем вӑхӑта шутламаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— «Маннӑ» пулсан, сирӗнтен телейлисем ҫук та пулӗ тӗнчере?

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ташласса, паллах, телейлисем кӑна ташлатчӗҫ.

Но плясали счастливцы, конечно.

Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эпир санпа телейлисем.

— Мы с тобой, видать, счастливые.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тата телейлисем те — ӗҫе ҫӳрекеннисем — хавасах мар.

Да и тем счастливчикам, которые имеют работу, тоже невесело.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Весенчен телейлисем кӑна пулат ҫине хӑпарса выртнӑ, теприсем хӑйсен айне вырӑн сарсах вырнаҫса выртнӑ.

Лишь некоторые счастливцы имели силу добраться до полатей или сделать себе подстилку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Миххана парӑмлӑ мар этемсене ялта чи телейлисем тесе шутлаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Апла пулсан телейлисем телейсӗр ҫынсене пулӑшаҫҫӗ-и?

— Получается, что счастливые люди помогают несчастным?

Иккӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Вӑт, Вера Павловна, телейлӗ вӑхӑт пулчӗ; ун пек телейлисем сахал пулнӑ пуль тетӗп эпӗ.

Вот было счастливое время, Вера Павловна; я думаю, мало кто таким счастьем пользовался.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Комисси малашне ӗҫлесе татмалла кӗпе-тумтир е урана тӑхӑнмалли памалла тунисем, телейлисем, кӗлет умӗнчех хывӑнаҫҫӗ те кӑмӑллӑн эхлеткелесе, куҫӗсене ҫиҫтерсе, палӑрмаллах мар куллипе сӑн-пичӗсене ҫутӑлтарса, хӑйсен кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартса пӗтернӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпи-тумтирӗсене васкавлӑн пуҫтаркаласа хураҫҫӗ, ӳт курӑнман ҫӗнӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнса яраҫҫӗ.

Счастливцы, которым комиссия определила выдать одежду или обувь в счет будущей выработки, прямо на амбарной приклетке телешились и, довольно крякая, сияя глазами, светлея смуглыми лицами от скупых, дрожащих улыбок, торопливо комкали свое старое, латаное-перелатаное веретье, облачались в новую справу, сквозь которую уже не просвечивало тело.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вилме ӗлкӗрейменнисене нумайӑшне, шанчӑксӑррине кура, ӗҫрен хӑваласа кӑларчӗҫ, теприсене суда пачӗҫ; ҫӗнӗ йӗркесем ҫине алӑ сулса, ыррӑн та сиввӗн ӗҫрен тухса, малтанах майлаштарнӑ кӗтесӗсене вырнаҫма ӗлкӗрнисем чи телейлисем пулчӗҫ.

Многих, которые не успели умереть, выгнали за неблагонадежность, других отдали под суд: самые счастливые были те, которые, махнув рукой на новый порядок вещей, убрались подобру да поздорову в благоприобретенные углы.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак чӗмсӗр темиҫе ҫеккунта эпӗ хам пурнӑҫра яланах чи телейлисем тесе шутлатӑп; нихӑҫан та, нихӑҫан та, маларах та, каярах та, ҫакнашкал таса, тулли, пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илнӗ хӑпартланӑва эпӗ урӑх курман.

Эти несколько молчаливых секунд я всегда считаю самыми счастливыми в моей жизни; никогда, никогда, ни раньше, ни позднее, я не испытывал такого чистого, полного, всепоглощающего восторга.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Телейлисем паспорчӗсене тытса, сарлака пропускӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, иртеҫҫӗ те иртеҫҫӗ, мана хӗрринелле пӑрса хӑвараҫҫӗ.

И, оттирая меня в сторону, шли счастливцы, держа в руке паспорта и подняв развернутые пропуска.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней