Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Вӗсем Гефсимани теекен вырӑна пыраҫҫӗ; Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: Эпӗ кӗлтӑвиччен ҫакӑнта ларӑр-ха, тет.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет.22. Пилат говорит им: что же я сделаю Иисусу, называемому Христом?
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ; 17. ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ; 18. вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Унтан вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус Гефсимани теекен вырӑна ҫитет те калать вӗсене: Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтӑвам-ха, эсир унччен ҫакӑнта ларӑр, тет.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр; 25. кам хӑй чунне упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ; 26. пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ? 27. мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Петр теекен Симон хуравласа каланӑ: Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.16. Симон же Петр, отвечая, сказал: Ты - Христос, Сын Бога Живого.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Филипп Кесарийӗ теекен хула таврашне пырсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл — урамра ларакан, хӑйсен юлташӗсене 17. «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пӗрремӗшӗ — Петр теекен Симон, унтан унӑн шӑллӗ Андрей; унтан Зеведей Иаковӗ, унӑн шӑллӗ Иоанн; 3. Филипп, Варфоломей, Фома, куланай пухакан Матфей, Алфей Иаковӗ, Фаддей теекен Леввей; 4. Симон Кананит тата Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне Вӑл тинӗсе тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Петр теекен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее — курнӑ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вавилона куҫарса кайсассӑн Иехонияран Салафиил ҫуралнӑ; Салафиилран Зоровавель ҫуралнӑ; 13. Зоровавельрен Авиуд ҫуралнӑ; Авиудран Елиаким ҫуралнӑ; Елиакимран Азор ҫуралнӑ; 14. Азортан Садок ҫуралнӑ; Садокран Ахим ҫуралнӑ; Ахимран Елиуд ҫуралнӑ; 15. Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазартан Матфан ҫуралнӑ; Матфанран Иаков ҫуралнӑ; 16. Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ; ҫав Марийӑран Христос теекен Иисус ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара эпӗ хама: хӑвӑн умналла пӑх та мӗн курни ҫинчен шухӑшла, теекен сасса илтрӗм.36. И слышал я голос, говорящий мне: смотри перед собою, и размышляй о том, что видишь.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тинӗсе кӗрес, ӑна курас е унпа хуҫаланас теекен ҫын ҫав тӑвӑр тӗлтен иртмесӗр анлӑ тӗле епле ҫитме пултарӗ?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пурте пӗрле килӗшсе татӑлнипе хӑйсене ҫичӗ кун хушши карапсем кӗтсе тӑнӑ Птолемаидӑна — вырӑнне кура Родофор [роза ӳстерекен] теекен ҫӗре — ҫитсессӗн вара 16. вӗсем унта ҫӑлӑнӑҫ ӗҫки ирттернӗ, мӗншӗн тесессӗн патша вӗсене пурне те харпӑр хӑй килне ҫитичченех кашнине мӗн кирлине ытлӑн-ҫитлӗн панӑ пулнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр хӗрӗх тӑххӑрмӗш ҫулта Иудӑпа пӗрле пулнисем патне Антиох Евпатор йышлӑ ҫарпалан Иудея ҫине килет теекен хыпар ҫитнӗ, 2. патша пеккунӗ, патшалӑха тытса тӑракан Лисий та унпа пӗрлех иккен, вӗсен кашнийӗн — эллин ҫарӗ: ҫӗр вунӑ пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин те виҫҫӗр юланутҫӑ, ҫирӗм икӗ сӑлан тата ҫивӗч хӗҫлӗ виҫҫӗр ҫар урапи.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Аллӑмӗш кун уявӗ теекен уяв хыҫҫӑн вӗсем Идумея ҫарпуҫне Горгие хирӗҫ кайнӑ.32. После праздника, называемого Пятидесятницею, пошли они против Горгия, военачальника Идумеи.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иуда ҫывӑхарса килни ҫинчен пӗлсессӗн, Тимофей хӗрарӑмсемпе ачасене, ытти лавсене Карнион теекен кереме янӑ, мӗншӗн тесессӗн вырӑнӗ хӗсӗккине пула ку кереме ҫавӑрса илме май пулман.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалимран пилӗк стадири Вефсура теекен тӗреклӗлетнӗ вырӑн патне ҫывӑхарнӑ та ӑна ҫавӑрса илнӗ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тимофей хӑй Херей пуҫлӑх тытса тӑракан ҫав тери ҫирӗп тӗреклӗлетнӗ Газара теекен кереме тарса ӳкнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Макрон теекен Птоломей, иудейсен тӗлӗшӗпе нумай тӗрӗсмарлӑх пулнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе йӗркеллӗ пулни лайӑхрах тесе шухӑшлаканскер, мӗнпур ӗҫе вӗсемпе килӗшӳллӗ вӗҫлеме тӑрӑшнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.