Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ учитель — ҫар ҫынни, вӗсем ӑна хӑйсен пир татӑкӗсене кӑтартасшӑн! — ӑнлантарчӗ Одинцов.Новый учитель — военный человек, а они к нему с тряпками! — объяснил Одинцов.
11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Мазин илтмӗш пулчӗ, каснӑ татӑкӗсене хучӗ те ҫӗр пӳртрен тухрӗ.Мазин сделал вид, что не слышит, сложил нарезанные куски и вышел из землянки.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Комков, хӑйпе калаҫакан ҫын ытларах та ытларах тарӑхса пынине асӑрхамасӑр, кӗсйинчен хут татӑкӗсене кӑларчӗ.И Комков, не замечая все возрастающего раздражения собеседника, вынул из кармана несколько бумажек.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем тавлашаҫҫӗ, вӗриленеҫҫӗ, аллисемпе сулкалашаҫҫӗ, чей нумай ӗҫеҫҫӗ; хӑш чухне Николай ыттисем шавласа калаҫнӑ вӑхӑтрах прокламацисем ҫырать, унтан юлташӗсене вуласа парать; вӗсене вара ҫавӑнтах пичетленӗ пек саспаллисемпе ҫырать, ҫурса тӑкнӑ хут татӑкӗсене амӑшӗ тӗплӗн пуҫтарса ҫунтарса ярать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Йӗрӗ те ан юлтӑр, — тенӗ вӗсем хыҫҫӑн ачасем, комендатура умӗнче тата батарея патӗнче тимӗр татӑкӗсене, пушӑ гильзӑсене, нимӗҫ мундирӗсен татӑкӗсене пуҫтарса.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл е, кураксене хӑратса, темле хаваслӑ юррӑн татӑкӗсене ӗнерчӗ, е тӳртӗнреххӗн ҫаврӑннӑ ҫӗрте мӗн чухлӗ вӑхӑта перекетленине шутлама пуҫларӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Халех илсе пӑрахтӑр ҫав хӗрлӗ тутӑр татӑкӗсене!
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӗсем урайӗнчи хут татӑкӗсене пухнӑ, гектограф ҫинчи кӑвак йӗркесене хуллен ӑшӑ шывпа ҫуса тасатнӑ.Они подобрали с полу обрывки бумаги и осторожно смыли теплой водой с гектографа синие строчки.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Минутсеренех пӗшкӗне-пӗшкӗне, е чул татӑкӗсене суйлать вӑл, е кварц ванчӑкӗсене яра-яра тытать.Он ежеминутно нагибался и подбирал то камешки, то осколки кварца.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Икӗ ҫул иртсен ӑна Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльсра тупӑннӑ ылтӑн рудин пӗчӗкҫӗ татӑкӗсене ярса панӑ, вара кун хыҫҫӑнах Корнуэльфра ӗҫлекенсем эртелӗ-эртелӗпе Ҫӗнӗ Голландине ылтӑн шырама кайнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫулҫӳревҫӗсем кӗписене типӗтрӗҫ, часрах тутлӑ какай татӑкӗсене ярса илчӗҫ.Путешественники обсушили платье и с жадностью накинулись на вкусное мясо.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах, «гуанакӑн филейне» тутаннӑ-тутанманах пурте питне-куҫне кукӑртса пӑрахрӗҫ те, чӑмласа пӗтереймен татӑкӗсене часрах сурса пӑрахма васкарӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл документа эпӗ ҫырса илеп, татӑк-кӗсӗк сӑмахсене пурне те хутсем ҫинче мӗнле пулнӑ, ҫав йӗркепех пӗрлештерсе ҫыхӑнтарса ҫырӑп, пушӑ вырӑнсене асӑрхаса лайӑхах ӑнланмалла сӑмахсен татӑкӗсене хушса ҫырса хурӑп та, кайран курӑпӑр унта.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юлнӑ сӑмах татӑкӗсене пӗрлештерсен, эпир вӗсенче мӗн ҫырнине пӗлетпӗрех.Соединив уцелевшие обрывки фраз, мы в конце концов доберемся до их смысла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫуркунне вӗсем ҫӗнӗрен вӗҫсе килӗҫ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче, кивӗ йӑвасенче вӗсем каллех асатте кӑҫатти татӑкӗсене тупӗҫ.
Асатте кӑҫатти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.
Унӑн йышлӑ пурлӑхӗнчен те нимӗн те тупаймарӗҫ; анчах чаплӑ произведенисен татӑкӗсене курсан, вӗсем темиҫе миллион тенкӗ тӑнине пӗлчӗҫ те вӑл хӑйӗн пуянлӑхне мӗнле пӗтернине ӑнланса илчӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӗсем бетон татӑкӗсене пӑхаҫҫӗ, хуҫӑлнӑ шӑмӑсемпе арпашса кайнӑ шӑнӑрсем пек шалтан тухса тӑракан рельсӑсемпе пралуксене тыта-тата пӑхаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑшӗсем пушар автомобилӗ пек шӑхӑртса наҫилккесемпе чупа-чупа иртеҫҫӗ, пысӑк снаряд ӳксе тунӑ шӑтӑк патне ҫитеҫҫӗ те унта темӗн те пӗр тултараҫҫӗ; теприсем «Раз, два — туртӑр» тесе команда парса, йӑтӑнса аннӑ чулсем айӗнчен тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗсене турта-турта кӑлараҫҫӗ; ыттисем те тӳннӗ кӑмака кирпӗчӗсене ҫӗкле-ҫӗкле чупаҫҫӗ тата ыттисем авӑннӑ пӑтасене тӳрлетеҫҫӗ…
IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вӑл пӑрҫине ҫисе пӑхнӑ — тутлӑ мар, ҫӑкӑр татӑкӗсене тутанса пӑхнӑ та, ҫиме тытӑннӑ.Она попробовала горох — невкусно, попробовала корки — и стала есть.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вӑл ҫинӗ татӑкӗсене ӑна пӑрахса панӑ…
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.