Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасатсан (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел ҫинче хӑйне валли вырӑн тасатсан, вӑл хӑйӗн инструменчӗсене майор сарса панӑ шурӑ хут листи ҫине хучӗ те сехетпе тӑрмашма тытӑнчӗ.

Очистив место на столе, он разложил инструменты на листе чистой бумаги, предупредительно положенном майором, и занялся часами.

17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Йӗлтӗрсене тасатсан, ирхи ҫула каймашкӑн снаряженине хатӗрлесен, эпӗ улӑм ҫине ҫывӑрма выртрӑм.

Почистив лыжи и приготовив снаряжение к утреннему походу, я улегся на ложе из соломы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Чарӑнса тӑрса халех йӗлтӗрсене тасатсан пит аван пулмалла.

Теперь же совершенно необходимо было остановиться почистить лыжи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Пирӗн шутпа, йӗтӗне лайӑх тылласа тасатсан, ӑна государствӑна тылламасӑр мар, лайӑх пахалӑхлӑ сӳс туса парсан, ҫак укҫана тупма пултаратпӑр.

По нашим расчетам, мы сможем достать эти деньги, если хорошо переработаем тресту и сдадим ее не трестой, а льноволокном высокого качества.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кивӗ сӑмавар та, сӑтӑрса тасатсан, йӑлтӑртатма пуҫлать вӗт.

Старый самовар тогда и блестит, когда его наждачкрм пошаркают.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кайран, валашкана пуҫтарса шывне шӑлса тасатсан, мӗн кӑна тумарӑм-ши!

Чего я только не переделал, после того как убрал корыто и вытер лужу на полу!

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Кӗреҫине курӑкпа шӑлса тасатсан, Юргин Андрей патнелле уттарчӗ.

Обтерев травой лопату, Юргин направился к Андрею.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унта йӑтӑнса аннисене тасатсан, тухма тытӑнса пӑхма юрать.

Если там завалы разобрать, можно попробовать выбраться.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ…» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Помоги переводом

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Пӗчӗк те шавлӑ кайӑксем пӗр-пӗр пысӑк ҫӑкӑр хыттине ҫиме тӑрӑшса ҫав тери ҫуйхашнине, пӗр-пӗринпе тӑрмашнине, унтан, чӳрече умне тасатсан, тополь туратти ҫинче канса ларнине, хӑйсене тасаткаланине, кайран, пӗр харӑс ҫӗкленсе, хӑйсен пӗчӗкҫӗ ӗҫӗсемпе таҫталла вӗҫсе кайнине пурте калама ҫук йӑпанса пӑхса ларчӗҫ.

Всей палате доставляло огромное наслаждение наблюдать, как маленькие и шумные птицы деятельно трудятся над какой-нибудь большой коркой, пищат, дерутся, а потом, очистив подоконник, отдыхают, ощипываются на ветке тополя и вдруг дружно вспархивают и улетают куда-то по своим воробьиным делам.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

4. Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, 5. е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн, 6. ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 7. хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ.

4. Кто из семени Ааронова прокажен, или имеет истечение, тот не должен есть святынь, пока не очистится; и кто прикоснется к чему-нибудь нечистому от мертвого, или у кого случится излияние семени, 5. или кто прикоснется к какому-нибудь гаду, от которого он сделается нечист, или к человеку, от которого он сделается нечист какою бы то ни было нечистотою, - 6. тот, прикоснувшийся к сему, нечист будет до вечера и не должен есть святынь, прежде нежели омоет тело свое водою; 7. но когда зайдет солнце и он очистится, тогда может он есть святыни, ибо это его пища.

Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней