Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасатма (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсӑр пуҫне контейнерсем ҫывӑхинчи лапамсене тасатма ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ явӑҫтараҫҫӗ.

Кроме того, для очистки территорий, расположенных рядом к контейнерами, людей привлекают через центр занятости.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Вӑл пусӑ ҫаврӑнӑшне тивӗҫлипе йӗркелесе пыма май панине, тӑпра структурине лайӑхлатма, анасене ҫум курӑкран тасатма, уйрӑмах хир сӗллине (овсюг) пӗтерме пулӑшнине, люцерна тата клевер йышӑнакан лаптӑксенчи тӑпрана азотпа пуянлатнине пӗлетпӗр.

Помоги переводом

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Тима ӗнерхи каҫхи апата ҫисе ларать, ашшӗ сарайне юр тасатма кайнӑ.

Тима уже завтракал остатками праздничного ужина, а папа пошел в сарай чистить двор от снега.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Шыва гидромеханизаци мелӗпе тасатма вара ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫлаҫҫӗ, хальллӗхе ку ӗҫсене тума вӑлча сапакан тапхӑр чарать.

Помоги переводом

Сӑра тасатаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61130

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх тӗмсене, путнӑ туратсене, тункатасене, шыва варалакан ҫӳп-ҫаплӑ ытти вырӑнсене 2025-мӗш ҫулччен тасатма палӑртнӑ.

Помоги переводом

Сӑра тасатаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61130

— Чун-чӗрӳне тасатма нит хистенӗ сана, эп Сехмет Сантӑрккин тӑванӗ пулни мар.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун патне те уяв тӗлне тасатма пулӑшу бригади ҫитрӗ.

Помоги переводом

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Хӑйӗн статйисемпе прокламацийӗсенче вӑл патша тытӑмне революципе аркатса тӑкма, крепостла йӗрке юлашкине тасатма чӗннӗ.

Помоги переводом

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Тен, пушӑ флягӑна Платон тӑрӑ шывпа лайӑхрах ҫуса тасатма шутланӑ?

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑм ӑна юртан тасатма пикенчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑшместӗр нимӗн те хуравламарӗ, пӗшкӗнче те хӗҫне курӑк ҫине сӑтӑрса тасатма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут тӗнчене таса мар чунлӑ ҫынран тасатма пулӑшрӑн.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апат ҫисен эпир пурте шыв хӗрне шӑл тасатма антӑмӑр.

Помоги переводом

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн кашни ҫулҫине уйрӑм тасатма тӳрӗ килчӗ.

Помоги переводом

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апатланиччен аппа ҫул тусанне тасатма шыва кӗме хушрӗ.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ял ҫыннине трактор питех те кирлӗ: сухалама тӑрсан та, акана тухсан та, культивацилеме те, юр тасатма та…

А деревенскому жителю трактор очень нужен: собираешься ли пахать, или сеять, нужен для культивации, снег расчистить…

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

Кил хушшине ҫӳп-ҫапран пӗтӗмӗшле тасатма тух!

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пурис лӑч-лачланнӑ пушмакне йӑлха-пылчӑкран сас-чӳ кӑлармасӑр, ал пӳрнисемпе сӑтӑра-сӑтӑра тасатма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, килте, общежитире, пахалӑхне тавӑрса, ку сахӑра шӑл тасатмалли щеткӑпа сӑтӑрса, марльӑпа шӑлса, уф! уф! вӗрсех тасатма тиврӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней