Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасалнине (тĕпĕ: тасал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта пурӑнакан халӑх ҫурхи сиплӗ ӑшӑ ҫитсен сӑрт ҫамкисем юртан тасалнине сӑнасах тӑрать: картишӗнчи путек-сурӑха пӗлтӗрхи кивӗ курӑк тунисене кӑшлама та пулин ирӗкелле кӑлармалла.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Калаҫу вӗҫленчӗ, манӑн эсӗ кунтан тасалнине курас килет», — теҫҫӗ унӑн куҫӗсем.

«Разговор кончен, и я хочу, чтобы ты убрался отсюда», — сказали его глаза.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫакна ҫынсем, ҫурхи ӑшӑ ҫумӑр хыҫҫӑн сывлӑш тасалнине тӳрех асӑрханӑ пек, ҫийӗнчех сисрӗҫ-ха, анчах ҫав пурнӑҫ сывлӑшӗ мӗне пула тасалса ҫитни ҫинчен, тепри, тен, шухӑшласа та пӑхмӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах та ку, вӗсем кунтан пуҫӗпех тасалнине пӗлтермерӗ-ха.

Но это еще не значило, что будку оставили в покое.

XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Эпӗ хавасланса кайрӑм, хам пурнӑҫра пӗрремӗш хут ҫылӑхран тасалнине туйса илтӗм-ҫке, халӗ ӗнтӗ кӗлтума та пултаратӑп.

Мне стало так хорошо, и я почувствовал, что первый раз в жизни очистился от греха и что теперь смогу молиться.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

15. Вӗсенчен пӗри, хӑй тасалнине курсассӑн, хытӑ сасӑпа Турра мухтаса, каялла таврӑннӑ та 16. Иисуса тав туса Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ; вӑл Самари ҫынни пулнӑ.

15. Один же из них, видя, что исцелен, возвратился, громким голосом прославляя Бога, 16. и пал ниц к ногам Его, благодаря Его; и это был Самарянин.

Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней