Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫ хӗррипе вӑл Емельян кучер, чӗлӗмӗнчен хӗлхем сирпӗнтерсе, тарҫӑсен пӳлӗмнелле ыткӑнса, сӑрланӑ алӑка кӑрслаттарса хупса кӗрсе кайнине курса юлчӗ.Мельком видел, как Емельян, развеивая из трубки искры, промелся в кухню, хлопнул крашеной дверью.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хурланса тӑрать ватӑ няня, питӗнчи тарӑн пӗркеленчӗксем куҫҫулӗпе тулнӑ, йывӑр чул выртать Катерина ҫине пӑхакан шанчӑклӑ тарҫӑсен чӗри ҫинче.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Туй, туй», тесе ӗҫсӗр ҫынсем, тӗрлӗрен хӗрарӑмсем, ачасем, тарҫӑсен пӳлӗмӗсенче, магазинсенче, пасарсенче калаҫма тытӑнаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захарка вара каллех тарҫӑсен пӳлӗмне тӗлӗрме каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав курнӑҫланусӑр вӑл — улпут пуррине те сисмест; ҫав курнӑҫланусӑр — нимӗн те ун ҫамрӑклӑхне, тахҫанах пӑрахса килнӗ ялне, авалхи кил ҫинчен калакан халапсене ӑса илтермест; вӑл халапсем — ватӑ тарҫӑсен, нянькӑсен, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантаракан хӗрарӑмсен йӑхран йӑха куҫса пыракан пӗртен-пӗр хроники шутланнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956