Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тарҫӑ (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учитель тени уншӑн тарҫӑ е пӗр-пӗр мастер пек кӑна; тарҫӑ е мастер, уншӑн пулсассӑн, арҫын пек те туйӑнман.

Учитель был для нее род слуги или мастерового, а слуга иль мастеровой не казался ей мужчиною.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

42. Ҫӳлхуҫа каланӑ: хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ.

42. Господь же сказал: кто верный и благоразумный домоправитель, которого господин поставил над слугами своими раздавать им в свое время меру хлеба?

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар: 25. вӗренекенӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулсан, тарҫӑ хӑйӗн хуҫи пек пулсан ҫитет вара.

24. Ученик не выше учителя, и слуга не выше господина своего: 25. довольно для ученика, чтобы он был, как учитель его, и для слуги, чтобы он был, как господин его.

Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Улпут-хуҫасем патӗнче е кӗтӳҫӗ, е тарҫӑ, каярахпа — Донбасри шахтер, ҫулӗ ҫитсен — патша ҫарӗнчи служба, — малтан — Хура тинӗс флотӗнчи моряк, унтан — Балти тинӗсӗ, Кронштадт…

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Эпӗ ӑна ҫул ҫинче юлташлӑха кӑна кирлӗ пулнӑ — тарҫӑ вырӑнне…

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пилӗк тарҫӑ пурччӗ, хӑйӗн пекех чӗмсӗр тутарсем.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эх, Улька, — хӗр куҫӗнчен пӑхрӗ Эрхип, — тарҫӑ пурнӑҫне пӗлместӗн ҫав эсӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тарҫӑ шучӗ вуннӑран та иртетчӗ, уйрӑмах авӑн вӑхӑтӗнче Вӑрӑм Палюк хӑй те вӑкӑр пек ӗҫлетчӗ, ывӑлӗсене те пушатмарӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Михаил Петрович, эсӗ мана тарҫӑ вырӑнне хурса, хӑвна пӗртен-пӗр хуҫа шутланӑ пекех калаҫатӑн?

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗл пулакансене хӑй текех тарҫӑ маррине, имени хуҫи пулса тӑнине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ пулсан тарҫӑ кама кирлӗ?

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку йышлӑ халӑх хушшинче тарҫӑ шыракан хуҫана мӗнле палласа илӗн?»

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Апла эсир хӑвӑра пулӑшма тарҫӑ тытасшӑн? — ыйтрӗ Сидор Иванович кӗнӗ хӗре асӑрхаман пек пулса.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсӗ мана тек нихҫан та, нихҫан та тарҫӑ тӑвас ҫук.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Арӑм мар вӑл Кавӑрлешӗн, тарҫӑ

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тарҫӑ вара суда парать.

Помоги переводом

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Тарҫӑ вӑл ҫын ури айӗнчи ҫӳп.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Э-э, ҫук, — тет вӑл, — эсир мана пит килӗшрӗр, ҫавӑнпа сирех хам тарҫӑ тӑватӑп…

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тарҫӑ пулса тӑтӑм.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халран кайнӑ Унерпи Пӑтрантарать тӑн-пуҫа: Икӗ тарҫӑ, Силемпи — Шет чупаҫҫӗ юмӑҫа.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней