Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Дофкаран кайсассӑн, Алуш текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Син пушхирӗнчен тухсассӑн, Дофка текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.12. И отправились из пустыни Син и расположились станом в Дофке.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен кайсассӑн, Син пушхирӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.11. И отправились от Чермного моря и расположились станом в пустыне Син.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Елимран кайсассӑн, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.10. И отправились из Елима и расположились станом у Чермного моря.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Меррӑран кайсассӑн, Елим текен вырӑна ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑл [пулнӑ], ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, вӗсем ҫавӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Гахирофран кайсассӑн, тинӗс варрипе каҫса пушхире ҫитнӗ, вара виҫӗ кун хушши Ефам пушхирӗпе пынӑ, кайран Мерра текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ефамран кайсассӑн, Ваал-Цефон патӗнчи Пи-Гахироф еннелле кайнӑ, унтан Мигдол ҫывӑхӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сокхофран кайсассӑн, пушхир хӗрринчи Ефам текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.6. И отправились из Сокхофа и расположились станом в Ефаме, что на краю пустыни.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла вара Израиль халӑхӗ, Раамсес хулинчен тапранса тухса, Сокхоф текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.5. Так отправились сыны Израилевы из Раамсеса и расположились станом в Сокхофе.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те 15. вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ? 16. вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ; 17. ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр; 18. арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр; 19. ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр; 20. пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пушмак пӑрӑва ҫунтараканни те хӑйӗн тумтирне шывпа ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ; 9. кам та пулин, тасаскер, пӑру кӗлне пуҫтарса илтӗр те ӑна тапӑр тулашне таса ҫӗре хутӑр, ҫав кӗл Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ валли упрантӑр, вӑл тасатакан шыв тума кирлӗ: ку — ҫылӑх парни; 10. пӑру кӗлне пуҫтарнӑ ҫын та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӗтӗм халӑх ӑна, тапӑр тулашне илсе тухса, чулпа пере-пере ӳкернӗ, вара вӑл вилнӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ; тапӑр тулашӗнче ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлертӗр, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тапӑр тулашӗнче Мариам ҫичӗ кун хупӑнса тӑнӑ, Мариам каялла таврӑниччен халӑх ҫула тухман.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: хӑйӗн ашшӗ унӑн пичӗ ҫине сурсассӑн, вӑл ҫичӗ кунччен вӑтанса ҫӳремӗччӗ-и? апла ӑна тапӑр тулашне ҫичӗ куна хупса хурӑр, кайран каялла таврӑнӗ, тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Халӑх тӑнӑ та ҫав кун кунӗпе, ҫӗрӗпе, тепӗр кун та кунӗпех путене пуҫтарнӑ; сахал пухаканӗ те вунӑ хомер пуҫтарнӑ; ӑна вӗсем хӑйсем валли тапӑр тавра купаласа хунӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тапӑр ҫула тухас умӗн Ааронпа унӑн ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑна тата сӑваплӑ вырӑнӑн мӗнпур япалине витсе пӗтерсессӗн, вӗсене ҫӗклесе каймашкӑн Кааф ывӑлӗсем пырса тӑрӗҫ; анчах вилес мар тесессӗн, вӗсен сӑваплӑ вырӑна сӗртӗнме юрамасть.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Кӗлӗ чатӑрӗн мал енне, пуху чатӑрӗ умне, тухӑҫ енне, Моисей тата Израиль ывӑлӗсен вырӑнне сӑваплӑ вырӑна астуса тӑракан Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тапӑр лартмалла; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ; вара усал сӑмах каланӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тухнӑ та чулпа персе вӗлернӗ, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 14. усал калаҫнӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тух та, вӑл каланине илтекенсем пурте аллисене унӑн пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗтӗм халӑх ӑна чулпа персе вӗлертӗр; 15. Израиль ывӑлӗсене кала: кам хӑйӗн Туррине хурласа калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет; 16. Ҫӳлхуҫа ятне хур тӑвакан вилме тивӗҫлӗ, ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлерӗ: вӑл ютран килнӗ ҫын-и е ҫак ҫӗрти ҫынах-и, [Ҫӳлхуҫа] ятне хурлать пулсассӑн, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.