Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапӑнса (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Фарит Сафиуллин («Кубня»), «Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» ята Даниил Кузнецов («Скала»), «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Адель Каюмов («МетПласт»), «Чи лайӑх вылякан» ята Иван Карзаков («Спартак-Исаково») ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/

Пӗлсе тӑччӑр: государь пирӗн тӗне варалакан агарянсем ҫине вӑйлӑран вӑйлӑ тапӑнса пырӗ, ҫав ҫӗлен йӑвине аркатса тӑкӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, унӑн Хусанти тӑванӗ Шигалее аркатса тӑкса кунталла тапӑнса килӗ?

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗвел тухӑҫ енчен вырӑс ҫӗрне Крым эшкерӗпе пӗр вӑхӑтрах Хусан патши Сафа-Гирей тапӑнса кӗчӗ, унӑн ҫарӗсем хӑвӑрт Муромпа Кострома патне ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ан шутла, эпӗ Магмет-Гирей пек пӗчӗк ҫарпа тапӑнса кӗместӗп, — манӑн ҫар уннинчен ытларах пулать.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунсӑр пуҫне, вӑхӑчӗ те ҫав тери майлӑ халь вырӑс ҫӗрне тапӑнса кӗме.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле те пулин халӑх сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗрессине пӗлетӗн пулсан ун тӗлӗшӗнчен ху та сӗмсӗр пул: аллах сӗмсӗррисене тавӑрма хушать.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑҫаллӑха ӗҫ тупса пачӗ-ха Сахиб-Гирей хӑйӗн тӑванӗсене — пысӑк ҫара ертсе икӗ Гирей Мускав патнелле тапӑнса кайрӗҫ.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи йывӑр вӑхӑтра, хан ҫук чух, вырӑссем крепоҫа тапӑнса кӗнӗ самантра, хирӗҫ тухса килӗшӳ сӗнме ӑс ҫитернӗ улу карачи.

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

III Василий пирӗн ҫылӑхсене каҫарчӗ, эпир ӑна вырӑс ҫӗрӗсене тек тапӑнса кӗместпӗр тесе сӑмах патӑмӑр.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем пек тапӑнса каясчӗ Мускав патнелле, тем пек ҫунтарасчӗ вырӑс ялӗсене, таврӑннӑ чухне темӗн чухлӗ ясырь хӑваласа килесчӗ, ку вӑл Булат Ширин кӑмӑлне те каять, анчах ҫакна тума вӗҫкӗнленнисӗр пуҫне хӑват кирлӗ-ҫке, аллах пиллени кирлӗ.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑнӑ вӗҫӗ йывӑҫа ҫитсе тӑрӑнчӗ, упа вара тапӑнса пырса ун ҫине ытларах та ытларах тирӗнчӗ.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кала часрах! — хӗҫӗпе хӑмсарса ун патнелле тапӑнса пычӗ хуралҫӑ.

Помоги переводом

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпир Крым пирӗн ҫине ҫуркунне тапӑнса килет пулӗ тенӗччӗ.

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусанпа Крым пире нихҫан та канлӗ пурӑнма паман, эпир вӗсемпе кӑшт та пулин тытӑҫса илменни пӗр ҫул та пулман темелле, анчах икӗ ханлӑх пӗр кавар туса ҫакӑн пек хӑрушшӑн тапӑнса килнине нумайранпа курманччӗ-ха…

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым ханӗ Мухаммед-Гирей Мускав еннелле тапӑнса килет.

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак халӗ ӗнтӗ Сахиб хӑй тапӑнса килет…

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла, пӗрре кӑнтӑрта вӑрӑ-хурахсем тапӑнса пирӗн аттене вӗлерчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑҫ хӗҫ парса хурала ярсан ир енне виҫҫӗн-тӑваттӑн тапӑнса тӗрӗслетчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашкӑрсем лаша кӗтӳне тапӑнса кӗтӳҫсене тартсан лашасене хирелле хӑваласа кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней