Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапӑнасси (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен пур йӑлисем те ҫӗрле ҫӳрекен тискер кайӑксенни пек пулнӑ, Вандеецсен ҫапӑҫури меслечӗ вӑл — яланах ӑнсӑртран тапӑнасси.

Они охотно подкрадывались в темноте; вообще они руководствовались правилом — появляться внезапно, как снег на голову.

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тапӑнасси пӗр-икӗ хутчен ӑнӑҫлӑ пулма пултарать, кайран нимӗҫсем вӑйлӑ хурал тӑратӗҫ те — пырса та перӗнеймӗн.

Раз или два они могут удаться, а потом немцы выставят такую охрану, что не подступишься.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пулеметчиксене сисмен ҫӗртен пырса тапӑнасси пулмарӗ.

Пулеметчиков захватить врасплох не удалось.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ку вӑл, сирӗн сиятельствӑ, — ответленӗ Проказин, — тӑшман ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнасси, ӑна мӗн пулса тухнине ӑнланса илме памасӑр ҫӗмӗрсе тӑкасси.

— Супренировать, ваше сиятельство, — ответил Проказин, — это значит напасть неожиданно, застать неприятеля врасплох, разбить, не давая ему опомниться.

Ртищев-Умищев // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Сергей вӑрҫӑ ҫинчен, танк атаки ҫинчен, кӗтмен ҫӗртен ҫӗрле пырса тапӑнасси ҫинчен каланисем генерал кӑмӑлне кайнӑ…

Ему понравились смелые суждения Сергея о войне, о танковой атаке, о внезапности ночного налета…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Флангри группировкӑсем тапӑнасси тӗп задача шутланать.

Главной задачей считается нападение фланговых группировок.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Скирманово ҫине тапӑнасси вара тӗп задача пулнӑ.

Основной удар намечался непосредственно на Скирманово.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах вӗсем пирӗнтен ытла та инҫе, ҫавӑнпа та сасартӑк пырса тапӑнасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук.

Но они расположились так далеко от нас, что нечего было и думать о внезапном нападении на них.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла, каллех калатӑп: мана тискер этемсем килсе тапӑнасси хӑратса тӑман пулсан, эпӗ лайӑх та лӑпкӑ пурӑннӑ пулӑттӑм, хама пӳрнӗ шӑпа пирки пачах та кулянман пулӑттӑм.

Таким образом, повторяю, мне жилось бы хорошо и уютно и я был бы совершенно доволен судьбой, если бы не боялся, что на меня нападут дикари.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Иртнӗ ҫулсенче, мана тискер этемсем тапӑнасси паллӑ мар чухне, эпӗ хама валли йӑпанмалли япаласем те шухӑшласа кӑлартӑм, вӗсем манӑн кичем пурнӑҫа ҫӗклентеретчӗҫ, чунӑма хавхалантаратчӗҫ.

В последние годы, пока я еще не знал, что мне угрожает нападение дикарей, я придумал себе кое-какие забавы, которые в моем уединении очень развлекали меня.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вырӑссен флот ҫуккине турккӑсем пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑйсене кам та пулин тапӑнасси асра та ҫук.

Они ниоткуда не ждут нападения, зная, что у русских флота нет.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мускав ҫине сывлӑшран тапӑнасси ҫаплах пырать.

А налеты на Москву продолжались.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней