Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапӑнасса (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман ҫарӗн командованийӗ хӑйсем ҫине атакӑпа тапӑнасса пӗлнӗ пулӗ-и е сиссе кӑна илнӗ-и тен, анчах ак ҫапла ӗҫ пулса тӑчӗ: ҫӗрле, ыран 29-мӗш числа тенӗ чух, тӑшман ҫарӗсем хӑйсен окопӗсенчен тухса кайнӑ та пилӗк-ултӑ ҫухрӑм чакса тӑнӑ; кунта вӗсем пулемётлӑ засадӑсем кӑна тӑратса хӑварнӑ, — ҫавсем пӑлхантараҫҫӗ те ӗнтӗ пӗтӗм участок тӑршшӗпех вӗсене хирӗҫ тӑракан пирӗн пехотӑна.

Случилось так, что неприятельское командование или узнало о готовящейся атаке, или предугадало ее, но в ночь на 29-е неприятельские войска покинули окопы и отошли верст на шесть, оставив засады с пулеметами, которые и тревожили на всем участке противостоящую им нашу пехоту.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем тутарсем енчен абрексем шыв урлӑ карса тапӑнасса кашни сехетрех кӗтнӗ, уйрӑммӑнах май уйӑхӗнче — ку вӑхӑтра Терек тӑрӑхӗнчи вӑрман ҫав тери ҫӑра, ун витӗр ҫуран ҫынна ҫӳреме те йывӑр, юханшывӗ вара ӑшӑхланса юлать те, ун урлӑ хӑшпӗр вырӑнта утсах каҫма пулать; тата икӗ кун каярах ҫеҫ полк командирӗ патӗнчен юланутлӑ казак цыдулка кӳрсе панӑ, вӑл приказра, лазутчиксем урлӑ илнӗ хыпарсем тӑрӑх, сакӑр ҫынтан тӑракан ушкӑн Терек урлӑ каҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавӑнпа та уйрӑммӑнах сыхӑ пулма хушнӑ.

Казаки каждый час ожидали переправы и нападения абреков с татарской стороны, особенно в мае месяце, когда лес по Тереку так густ, что пешему трудно пролезть чрез него, а река так мелка, что кое-где можно переезжать ее вброд, и несмотря на то, что дня два тому назад прибегал от полкового командира казак с цидулкой, в которой значилось, что, по полученным чрез лазутчиков сведениям, партия в восемь человек намерена переправиться через Терек, и потому предписывается наблюдать особую осторожность.

VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫынсем уйӑх ытла ӗнтӗ тӗрӗксем тапӑнасса кӗтетчӗҫ, ҫак сӑмах путех пулнӑ вӗсен тӗлне.

Этого было достаточно для людей, которые уже больше месяца ожидали нападения турок.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пугачев ҫитсе тапӑнасса пирӗн кӗҫ-вӗҫех кӗтсе тӑмалла.

С часу на час должно было и нам ожидать нападения Пугачева.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Киргизсем тапӑнасса кӗтмеҫҫӗ-ши?

Уж не ждут ли нападения от киргизцев?

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах Иван Кузмич, вӑл тӗпчеме тапӑнасса пӗлсе, малтанах хатӗрленсе тӑнӑ.

Но Иван Кузмич приготовился к нападению.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах центртан ертсе пыракан пӗреллӗ оргӑн пулмарӗ-ха, ҫав вӑхатрах партизанла меслетсенче ҫакӑн пек хӑрушлӑх пулнӑ; нимӗҫсем Совет Союзӗ ҫине тапӑннӑ вӑхӑтра (вӗсем тапӑнасса эпир сиссе, кӗтсе тӑнӑ) пирӗн пӗр йӗрпе, пӗр тӗллӗвпе ӗҫлени пулма пултарайман.

Но центрального руководства все еще не было, а в партизанских методах таилась та опасность, что в самый важный момент– в момент ожидаемого нападения на Советский Союз – у нас могло не оказаться единства действий.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Француз хӑраса ӳкмест, тармасть, хӑй ҫине упа тапӑнасса кӗтсе тӑрать.

Француз не смутился, не побежал и ждал нападения.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней