Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапӑнасса (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫур ҫул ӗнтӗ тапӑнасса кӗтет.

Он уже полгода ждёт нападения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Теплоход силленет, сывлӑшран тапӑнасса кӗтнипе тертленнӗ ҫынсен сӑнарӗсем темле кулӑра ӑшӑнса ҫуталнӑн туйӑнать.

Измученные тревогами, качкой теплохода и ожиданием воздушного нападения лица их светлели.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑрҫӑ пуҫламан пулсан, вӗсем тапӑнасса хӑҫан кӗтмелле?

Если это не война, то когда ждать нападения?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Килеҫҫӗ пулсан та, тӳрех пире тапӑнасса пӗлтермест.

А если даже придут, это еще не значит, что они на нас бросятся.

XV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӑранипе, ыратнипе Бен аллисемпе сулма тытӑнчӗ, унӑн юнӗ темиҫе самантлӑха шыва пӑтратса ячӗ, анчах та вӑл халь нимӗн те курмарӗ, акула кӗҫ-вӗҫех тепӗр хут тапӑнасса туйса тӑчӗ кӑна.

От страха и боли он стал размахивать руками; кровь его сразу же замутила воду, но он уже ничего не видел и только чувствовал, что акула сейчас нападет снова.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Митя Сергей Петровичран фашистсем чикӗрен темиҫе километр шалалла кӗни ҫинчен илтрӗ: пирӗн пограничниксем ӑнсӑртран ирсӗррӗн тапӑнасса кӗтмен те, нимӗҫсем, вӗсене сирсе тӑкса, шалалла ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ.

Митя уже слышал от Сергея Николаевича, что пограничная охрана, не ожидавшая вероломного нападения, была смята и фашисты продвинулись на несколько километров.

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хӑйӗн ҫине тапӑнасса кӗтсе отряд пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑнӑ, анчах вӗсем ҫине никам та тапӑнман.

Отряд сбился в кучу, ожидая нападения, но его не последовало.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Шведсем карса хунӑ палаткӑсенче ҫывӑрнӑ, вӗсем хайсем ҫине килсе тапӑнасса та кӗтмен пулнӑ.

Шведский лагерь еще спал в раскинутых палатках не ожидая нападения.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Кашни кунах тӑшман ӑнсӑртран килсе тапӑнасса кӗтме пулнӑ.

Каждый день можно было ожидать внезапного нападения.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Хӑй ҫине тапӑнасса кӗтсе тӑман тӑшман отрячӗ пӑртак перкелешсе илнӗ хыҫҫӑн Финляндинелле чакнӑ.

Неприятельский отряд, очевидно, не ожидавший нападения, после небольшой перестрелки отошел в Финляндию.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Кашни самантрах хамӑр ҫине килсе тапӑнасса кӗтсе, пӗтӗм отряд виҫӗ колоннӑна уйӑрӑлса ял еннелле кайрӗ.

Весь отряд, каждую секунду остерегаясь попасть в заранее устроенную засаду, пошел в деревню, разбившись на три колонны.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Вӗсем эпир тапӑнасса аса та илмен, канма выртнӑ.

Они ничего не подозревали.

VI. Граждан вӑрҫин ӑнсӑртлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Салтаксем хӑйсем ҫине тӑшман тапӑнасса кӗтеҫҫӗ…

Солдаты ждут засады…

III // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Майорпа Джон Мангльс тул енче хурал тӑраҫҫӗ — паллах сыхланма кирлех, мӗншӗн тесен каторжниксем килсе тапӑнасса минутсерен кӗтме пулать.

Майор и Джон Мангльс несли караул снаружи — это была необходимая мера предосторожности, так как с минуты на минуту можно было ожидать нападения каторжников.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр енчен, ҫав пӗчӗк ушкӑн усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫӗр ҫын пурӑнакан станци ҫине килсе тапӑнасса кӗтме те ҫук.

Да и трудно было ожидать, что ничтожная кучка злоумышленников осмелится напасть на станцию, персонал которой состоял из ста человек.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Роберт кӑвакарса кайнӑ, ҫапах та унӑн алли пӑшалне ҫирӗп тытать, вӑл кашкӑрсем килсе тапӑнасса пӗр хӑрамасӑр кӗтсе тӑрать.

Роберт был бледен, но рука его твёрдо держала ружьё, и он без страха ждал нападения волков.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ Хӑта хитре кайӑк ҫине хӑйӗн пӗтӗм йытӑ хастарлӑхӗпе ыткӑнса ӳкет, анчах пӑрчкан, йытӑ йӑлине пит лайӑх пӗлсе, йыта тапӑнасса кӗтсе, хатӗр тӑрать.

Вот он бросается на изящную птичку со всей своей собачьей страстью, но она отлично знает собачью природу и приготовлена к нападению.

Пӑрчкан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 81–84 с.

Вӑл нимӗҫсем хӑй ҫине ушкӑнӗпех тапӑнасса (вӗсем яланах ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт) кӗтнӗччӗ.

Она уже представляла, как немцы кинутся на нее толпой (это же в их характере).

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Эсир вӑрмантан тапӑнасса кӗтме пулать тетӗр-и?

— Вы думаете, что нападения можно ждать из леса?

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аникей Лузгин Черкашина хӑйне тапӑнасса, ҫитменнине тата, ҫавӑн пек уҫҫӑнах кураймасӑр тапӑнасса, пачах та кӗтменччӗ.

Меньше всего Аникей Лузгин ожидал, что Черкашина станет нападать на него, да еще с такой откровенной злобой.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней