Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Акӑ Эпӗ сире кӗлте тиенӗ урапа таптанӑ пек таптаса лапчӑтӑп та — 14. вичкӗннин те чупмашкӑн вӑй юлмӗ, тӗрекли те хӑйӗн тӗреклӗхне упраса хӑвараймӗ, хӑюлли те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ, 15. ухӑран перекенни те ури ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, хӑвӑрт ҫӳрекенни те тараймӗ, ут ҫинче лараканни те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗтӗмпех таптаса ура айне тӑвакан эшкерсене таптӗ те аркатӗ вӑл, халал ҫулпуҫне хӑйне парӑнтарӗ; 23. чее шухӑшпа вӑл килӗшӳ тӑвӗ; ҫынни сахал пулӗ те, анчах вӑй пухӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сире лайӑх ҫаран ҫинче ҫӳрени сахал-им, ҫав хушӑрах эсир хӑвӑр ҫаранӑрта ыттине урӑрпа таптаса пӗтеретӗр, хӑвӑр таса шыв ӗҫетӗр те ыттине урӑрпа пӑтратса хӑваратӑр, 19. вара Манӑн сурӑхӑмсен сирӗн урӑр таптанине ҫимелле-и, сирӗн урӑр пӑтратнине ӗҫмелле-и?
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл хӑйӗн учӗсен чӗрнипе санӑн пӗтӗм урамна таптаса тухӗ, санӑн халӑхна хӗҫпе пӗтерӗ, санӑн хӑватлӑхун палӑкӗсене ҫӗре тӳнтерӗ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн хапхисене ҫӗре таптаса кӗртрӗҫ; Вӑл вӗсенӗн сӑлӑпӗсене те ҫӗмӗрсе салатса тӑкрӗ; вӗсен патшипе улпучӗсем — суя тӗнлисем хушшинче; саккун пӗтсе ларчӗ те, вӗсен пророкӗсене Ҫӳлхуҫа курӑнми пулчӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон хӗрӗ — таптаса пусаракан йӗтем пек; кӑшт-кӑштахран уншӑн вырас вӑхӑт ҫитӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Шуҫӑм ывӑлӗ, шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, тӳперен епле ӳкнӗ эсӗ! халӑхсене таптаса тӑнӑскерӗ, ҫӗре ӳксе ҫапӑннӑ.12. Как упал ты с неба, денница, сын зари! разбился о землю, попиравший народы.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унччен катмакпах тасатса тухнӑ тусем ҫине пӗр тӑвӗ ҫине те каяймастӑн — кӳкенпе йӗплӗ тӗмрен хӑрамалла: унта вӑкӑрсене хӑваласа кӑларӗҫ, унта вак выльӑх-чӗрлӗх таптаса ҫӳрӗ, тенӗ Исаия.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хамӑн иҫӗм пахчийӗпе мӗн тӑвасса калатӑп Эпӗ сире: унӑн картине сӳтсе илетӗп те — ӑна тустарса тухӗҫ; хӳмисене аркатӑп та — ӑна таптаса пӗтерӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ, 4. ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн, 5. эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн, 6. чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Таптаса тӑкатпӑр вӗсене; сӑрт-тӑвӗсем вӗсен юнне ӗҫсе тӑранӗҫ, айлӑмӗсем вӗсен виллисемпе тулӗҫ, пӗри те пире хирӗҫ тӑраймӗ, пӗтмеллипех пӗтӗҫ вӗсем — пӗтӗм ҫӗр хуҫи Навуходоносор ҫапла калать.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Калатӑн вӗсене, ҫӗрпе шыв хатӗрлеччӗр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ вӗсем ҫине пӗтӗм ҫиллӗмпе каятӑп, вӗсен пӗтӗм ҫӗрне ман ҫарӑм таптаса тухӗ, эпӗ вӗсене ҫарӑм аллине ҫаратма парӑп.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та Ливанри тискер чӗрчунсемех килсе тухнӑ та ҫав кӳкене таптаса пӗтернӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та Ливанри тискер чӗрчунсемех килсе тухнӑ та ҫав кӳкене таптаса пӗтернӗ.Но прошли дикие звери, что на Ливане, и истоптали этот терн.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн юнӗ пӳрт ҫине, лашасем ҫине сирпӗннӗ, ӑна лашасем таптаса пӗтернӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапла пулса тухнӑ та: халӑх ӑна хапха умӗнче таптаса тӑкнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ.20. Так и сбылось с ним; и затоптал его народ в воротах, и он умер.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.