Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тан сăмах пирĕн базăра пур.
тан (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурчӑкапа тан хам пур: Кунӗн-ҫӗрӗн юр юрларӑм, Пӗр туйран та эп юлмарӑм, Чун туман хӗр хӑвармарӑм.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халӑх ӑслӑлӑхӗ, паллах, наукӑпа пӗр тан пулма пултараймасть).

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпир патша саманинчи правасӑр халӑхран революцирен вара ытти халӑхсемпе пӗр тан праваллӑ халӑх пулса тӑтӑмӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл сӑвӑсем паянхи поэтсен ӗҫӗсемпе пӗр тан пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лай шухӑшӗпе килӗшӗллӗн, Тайваньре ҫамрӑк китайсене ӗҫлеме ирӗк парсан ку вырӑнти ҫамрӑксен пуласлӑхне ура хурать, мӗншӗн тесен капла туни «пулас тайвань ҫамрӑкӗсен шучӗпе Китайра ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса панипе тан» пулать.

Лай заявил, что не стоит разрешать молодым китайцам работать на Тайване, потому что это означает «решить проблему с безработицей в Китае за счёт будущего тайваньской молодёжи».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Ӳсен-тӑран тӗнчин чи паллӑ тӗсӗ кунта вельвичи шутланать: унӑн вулли метр хулӑнӑш, ҫӳллӗшӗ вара 10-15 сантиметр кӑна, икӗ ҫулҫӑ кӑна, вӗсен вӑрӑмӑшӗ икӗ ҫын ҫӳллӗшӗпе тан, тата вӑл вӗсене ҫӗр ҫул хушшинче пӗрре те тӑкмасть.

Самым ярким представителем растительного мира здесь является вельвичия: дерево со стволом толщиной до метра и высотой всего 10-15 сантиметров и двумя листьями длиной в два человеческих роста, которые она не сбрасывает в течение ста лет.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

«Хастарлӑх маншӑн – паттӑрлӑх, хӑюлӑх, ӑнлавсемпе пӗр тан тӳр килсе тӑрать.

Помоги переводом

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

— Эпӗ сирӗнпе пӗр тан хуҫине имение илнӗ ҫӗре ҫирӗм пилӗк пин тенкӗ пани пӗлтерет!

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ манпа пӗр тан хуҫа-и?

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Телей чӗресем юратнинче ҫеҫ Мар, пӗр-пӗрне ӑнланса, пӗр тан шутласа пурӑннинче те…

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ тур лаша тан туртать, Тилхепи тӑрӑх тар юхать.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, пурне те пӗр тан шутласа, пуриншӗн те пер пек тӑрӑшатӑп.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗлӗнмелле, халиччен вӑл, пур крючникне те пӗр тан шутланӑскер, халь ытларах ҫӗнӗ крючник ҫинчен шухӑшларӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх нихӑҫан та ун пек ан хӑтлан, — лӑпкӑ сасӑпа, пӗр тан арҫынпа калаҫнӑ пек манпа пуплерӗн.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӗсемпе Патӑрьелпе Елчӗк районӗсен ачисем ҫеҫ пӗр чӗлхе тупма, пӗр тан калаҫма пултарнӑ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ӑмӑртакан ҫын юлташӗшӗн тӑрӑшать, ыттисене хӑйпе тан пыма лайӑх майсем туса пама тӑрӑшать.

Помоги переводом

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Наганне кӑларма ӗлкӗрнӗ Йӑкӑнат ҫапла тан мар тытӑҫӑва кӗрет, тӑшмансенчен юман хӳттине тӑрса хӳтӗленет.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫынсемпе тан ӗҫлеп, ывӑнатӑп тем тери.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Совет влаҫӗ, хӗрарӑмсемпе арҫынсем пӗр тан тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫак йӑлана чарма хӑтланнӑ, вӑрлакансене тытсан явап та тыттарнӑ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней