Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав питӗн чеченлӗхӗ йӑлтах, пӗтӗмпех ҫунса ялтӑракан ҫак пысӑк хура куҫсенче, — вӗсене варринчен кӑшт хуҫӑкрах ҫӳхе харшӑсем тытса илме ҫукла чеелӗх, пӑхӑнтарулӑх та айванлӑх сӗмӗсем парса тӑраҫҫӗ, — тата кӗре ӳтӗн кӗренлӗхӗнче те тутисен иртӗнчӗкле авӑнкӑҫӗнче, — вӗсенчен пӗри, аялти, кӑшт туллирех тути, татӑклан та юнтармӑшлӑн малалла талпӑнса тӑрать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫакӑнтан ҫӗр километрта ҫеҫ пӑшӑхса пиҫнӗ нимӗҫ салтакӗсем тискер кайӑксем пек ҫак чаплӑ ҫуртсем патне, уяври пек ялтӑртатса тӑран ҫулахи Нева патне, Биржӑпа Кермен кӗперӗсем хушшинче ҫӗнӗ сквер енне талпӑнса туртӑнаҫҫӗ тесе шухӑшламашкӑн ӑс-пуҫ та ҫитерес ҫук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗҫех тепӗр ӑстрӑм ҫӗр ҫийӗ йывӑррӑн ахлатрӗ, хытса кайнӑ сывлӑш урнӑ пек талпӑнса илчӗ, эп каллех юр ҫине персе антӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапла малалла кайрӑмӑр ӗнтӗ эпир, ӑна эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук: эпир йӗркеллӗ, урасене пӗр пек улӑштарса, пурте пӗр вӑхӑтрах малалла талпӑнса, кӑкӑрсемпе лямка ҫинелле уртӑнса, хӑрах алӑпа кимӗ хӗрринчен тытса, утатпӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карета, чӑн-чӑн грузовик пекех малалла талпӑнса, йышӑнмалли ҫурт патнелле ыткӑнчӗ.и карета, рванувшись, как самый обыкновенный грузовик, помчалась в приемный покой.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑтаймарӑм, тарӑннӑн хурлантӑм, ӑш-чик капланчӗ, куҫҫулӗ талпӑнса тухрӗ.Не вытерпел, глубоко сокрушился, в душе нахлынуло, слезы пробились.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
60. Вавилона ҫӗмӗрекенсем каялла таврӑннӑ чухне вӗсем санӑн пушанса юлнӑ хулуна талпӑнса кӗрӗҫ те сан ҫӗрӳн пӗр пайне пӗтерсе тӑкӗҫ, сан чапун та пӗр пайӗ пӗтӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вара, йышлӑ халӑх талпӑнса пынине курсассӑн, аллине те ҫӗклемерӗ, сӑнӑ та, нимӗнле вӑрҫӑ кӑралӗ те тытмарӗ; 10. эпӗ ҫакна ҫеҫ куртӑм: мана вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен — вут варкӑшӗ, тутинчен — ыткӑнакан ҫулӑм, чӗлхинчен хӗм тата ҫил-тӑвӑл кӑларса тӑнӑн туйӑнчӗ; ҫакӑ — вут варкӑшӗ, ыткӑнакан ҫулӑм, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл — пӗтӗмпе пӗрле пӑтранатчӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.