Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Мана айӑплакансене, манӑн чунӑма усал сунакансене Ҫӳлхуҫа ҫапла тавӑрать!20. Таково воздаяние от Господа врагам моим и говорящим злое на душу мою!
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӗҫрен хӑраса тӑрӑр: усал тунӑшӑн хӗҫ тавӑрать; сут пуррине пӗлсе тӑрӑр.29. Убойтесь меча, ибо меч есть отмститель неправды, и знайте, что есть суд.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать; 22. тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрать, Хӑйӗн тӑшманӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, [Хӑйне курайманнисене те тавӑрать,] ҫапла [Ҫӳлхуҫамӑр] Хӑйӗн ҫӗрне, Хӑйӗн халӑхне тасатать!
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — Турӑ, шанчӑклӑ Турӑ, Вӑл [Хӑйӗн] халалне упрать, Хӑйне юратакансене, Хӑйӗн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнакансене пин сыпӑка ҫитиччен ырӑ тӑвать, 10. Хӑйне курайманнисене хӑйсене пӗтерсе тавӑрать; Вӑл вӑраха ямасть, Хӑйне курайман ҫынна шӑп хӑйнех айӑплать.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.