Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та, тӑшман тавралла кайса ҫавӑрса илессинчен асӑрханса, Щорс вӑрмана ҫуран разведка яма шутланӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Йытӑсем ременьсене йӑлтах пӑтраштарса пӗтернӗ, хӑйсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ та тавралла хӑравҫӑллӑн пӑхаҫҫӗ.Собаки перепутались ремнями, сбились в кучу и боязливо озирались по сторонам.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Вӑл чулсем ҫийӗн юхать е вӗсен урлӑ сиксе каҫать, е айккинчен ҫаврӑнса иртет, тепӗр чух чул хушшипе шыв мар, чулсем хӑйсем кансӗрлекен шыва тавралла сирпӗтсе аялалла сикнӗ пек туйӑнать.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Вӑт йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн сывлӑш ҫавӑрса илнӗ пек йывӑррӑн та кансӗррӗн сывласа илчӗ те тавралла пӑхрӗ.Она вздохнула трудно и тяжело, как бы переводя дыхание после тяжелой работы, и оглянулась кругом.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Аист — юрлас-тӑвассине тиркекен кайӑк, тӑрать вара йӑвара хӑрах ури ҫинче, тарӑхнӑ хуҫа хӑйӗн тарҫисем ҫине пӑхнӑн, тавралла пӑхкалать, хӑрӑлти сассипе хыттӑн мӑкӑртатать, ютсем илтесрен те шикленмест.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Иккӗмӗш хута тӑшман пӗтӗмпех йышӑнса илнӗ пулӗ тесе, вӗсем, пӗртте чарӑнса тӑмасӑр, тавралла пӑхкаламасӑр виҫҫӗмӗш хута, куҫкӗскисен пӳлӗмне, тимӗр алӑклӑ ҫунакан фитиль вӗҫӗ выртакан, парӑнма е вилме ҫеҫ юлнӑ пӳлӗме вӑркӑнса кӗчӗҫ.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫак вӑхӑтра Жоржетта яшкине ҫисе пӗтерчӗ те, пиччӗшсене шыраса тавралла пӑхкалама пуҫларӗ.Жоржетта тем временем покончила с супом; она обернулась, ища братьев.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ывӑлӗн сӑн-сӑпачӗ, унпа пӗр шӑпаллӑ ҫынсен сӑнарӗсене пӗтӗҫтерсе, ун куҫӗ умне уҫҫӑнах тухса тӑрать, чӗринче пурне те курас килекен туйӑм ҫуратать, ҫав туйӑм, Павел ҫинчен шухӑшланине хӑй тӗллӗнех, сисмелле мар вӑйлатса, ҫав шухӑша тавралла сарса пырать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсен иккӗшӗн те, Фролов планӗ тӑрӑх, Шенкурска тавралла кайса ҫавӑрса илмелле те тӑшманӑн тылне пырса тухмалла.Обе они, по плану Фролова, должны были обойти Шенкурск и захватить его тылы.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Малтан эпир вӑрманпа пытӑмӑр, унтан Шолаширен пӑрӑнса тавралла иртрӗмӗр.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Инженернӑй рота вӑрманти прачуксем тӑрӑх тавралла кӗрсе кайнӑ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Ҫапла калатӑп-и эпӗ Алька? — тесе ыйтрӗ Натка, сывлӑшне ҫавӑрса илме тесе кӑшт чарӑнас шутпа, хӑй тавралла пӑхрӗ.— Так я говорю, Алька? — спросила Натка, чтобы перевести дух, и оглянулась.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Тавралла пӗтӗмпех ҫунать, тет — ял та ҫунать, костел ҫунать…
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вара, шӑтӑкран сиксе тухса, вӑл тавралла пӑхса илчӗ те, шикленмелли ҫуккине курса, тӳрех ҫул хӗррипе ыткӑнчӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӑл кайри урисем ҫине ларса тавралла пӑхса илет ҫеҫ, унӑн сӑмси тӗлӗнчех авӑнса ларнӑ хурӑн йывӑҫӗ хускалса ҫӳлелле сикет, юнашарах тата чӑрӑш турачӗ силленсе илет!
Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.
Манӑн хальхи сисӗм-туйӑм ҫав тери ҫӗнӗччӗ те ҫав тери пылакчӗ — эпӗ нимӗн те хускалмасӑр тавралла пӑхкаларӑм, хуллен сывларӑм, хутран-ситрен кӑна аса илсе кулкаларӑм е тата хам юратнине, ҫав юрату мана хумхантарнине туйса, чунӑмпа ҫӳҫентӗм.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Имени картишӗнче ҫав-ҫавах куҫӗсем тавралла хӗрлӗ-хӗрлӗ кӑшӑллӑ куҫлӑхсем пек ҫаврашкаллӑ пӑшӑлти хура кӑвакалсем ҫӳреҫҫӗ, шӑрҫа пек вӗтӗ ҫумӑр тумламӗсем евӗр вак-тӗвек чӑх-чӗпсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вите тӑрринче тӗкленсе ҫитнӗ павлинсем кушак пек меуклатса кӑшкӑраҫҫӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ун тавралла ҫавра юхӑм хӑмӑр кӑпӑк чӑмаккисене хӑвалать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах аппӑшӗ, тавралла чӑпта карса тыттарса тухнӑ кибиткӑна аякранах курнӑскер, чупса та ҫитрӗ ӗнтӗ.Но тетушка, которая еще издали завидела рогожную кибитку, была уже здесь.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Черевик ҫӗкленчӗ те, кӑшт кӑна куҫӗсене шӑлкаласа илсе тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.