Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кураксем краклата-краклата пӗрре Гашка ҫинелле вӗҫсе пыраҫҫӗ, тепре тавралла сапаланса каяҫҫӗ.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Тавралла пухӑннӑ халӑх сирӗлсе мана валли ҫул уҫса пачӗ.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Тавралла пӑхса илтӗм — ниҫта никам та ҫук.
4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ирхине яр-уяр ҫанталӑкрах, хӗвел йӑлтӑртатса тухать пулин те, тавралла ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланса тӑнипе нимӗн те курӑнмасть.Утром уже солнце взойдёт, а склоны гор ещё закрыты чёрными тучами дыма.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Капла, ирӗкре тӑнӑ чух, эпӗ пурне те лайӑх куратӑп, пӗтӗмпех лайӑх илтетӗп, тавралла мӗн пулнине веҫех сӑнаса пыратӑп, ҫавӑнпа та тӑшман хӑш енчен ытларах хӗснине ҫийӗнчех асӑрхаса, хамӑр танкӑн вутне ӑҫта кирлӗрех ҫав вырӑна яма хушса тӑратӑп.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл тавралла пӑхкалать, нимӗн те чӗнмест.
Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Гурьянов тавралла пӑхать те тӗлӗнет.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Тусӑмсемпе юлташсем Вӗҫтереҫҫӗ тавралла, — Лашисене сӑрланӑ, Чӗрӗ пекех вӗҫеҫҫӗ.Друзья и товарищи летят по кругу, Кони раскрашены, Как Живые летят.
Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Пулӗ, тем те кӗтме пулать унашкал ҫилхӑвантан…» — Мукуҫ мучи Нинӑпа Виталий «хӗве хупӑннӑ» вите алӑкӗ умӗнче, кӗрес-и — кӗрес мар-и тенӗн, вӑрахлӑха чарӑнсах тӑнласа тӑчӗ, анчах та темшӗн шала кӗме кӑмӑл тумарӗ — пӑртак ирхи савӑк канлӗхе тимлекелерӗ те, каллех паҫӑрхилле хӑйпе хӑй ятлаҫса-вӑрҫӑнса, ферма тавралла таплаттарчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халь каччисем те кил тӗлне маннӑ вӗшле йытӑлла — ферма тавралла лӑпӑс-лӑпӑс та сӑпайсӑр.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл тавралла пӑхнӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тавралла тарҫисем, янычарсем тата ахаль курма пынӑ ҫынсем кӗпӗрленнӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хуҫа карта тавралла самӑр манаха пушӑпа хӑваланӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мигель ту ҫине каялла тухнӑ, тавралла пӑхса ҫаврӑннӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тӳпе шупкаланнӑ, хӗвел хупланса тӗксӗмлӗннӗ, тавралла тӑхлан тӗслӗ, пӗртен пӗр вилӗ пушхир ҫеҫ сарӑлса выртнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӗсем вӑй-халӗсене тата шыва упраса кунӗпех утнӑ, каҫхине вучах тавралла сапаланса выртнӑ.Они шли весь день, сберегая силы и воду, и на ночь расположились у костра.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Енчен те ун чухне, тахҫан ӗлӗк, кремль хулан ҫарпа администраци, политика чӗри ҫеҫ мар, архитектурӑллӑ чӗрийӗ те пулнӑ пулсан, хӑй тавралла, магнит пек, тӗрлӗрен ремесла ҫыннисен слободисене тытса тӑнӑ пулсан, — ӑҫта вӑл, ҫав расах палӑракан чӗре, пирӗн хальхи хуласенче?!
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ӑс-хакӑлтан килекен хутшӑнӑвӗ ку, тӗпрен илсен, литературӑпа театр-мӗн тавралла явӑнакан элек итленипе сарнинчен, пӗр-пӗр поэзи каҫӗнче е пӗр-пӗр выставка уҫӑлнӑ ҫӗрте кам мӗн каланине ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑркаласа явса сӳтнинчен тӑрать.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Арпашса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ, шуралса кайнӑ сӑн-питлӗ Илле хӑй ӑҫта лекнине аса илесшӗн пек пулса тавралла пӑхма тытӑнчӗ.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.