Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ: 12. аминь!
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп; 2. вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр; 3. саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр; 4. юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер ҫӑмран тӗртнӗ ҫиелти риза тунӑ, 23. ҫиелти риза варрине ана тунӑ, ҫухи ан ҫуркалантӑр тесе ун тавра пир хӑю тытса ҫавӑрнӑ; 24. ҫиелти риза арки вӗҫне вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран нар улмисем туса ҫакса тухнӑ; 25. таса ылтӑнран шӑнкӑравсем тунӑ та шӑнкӑравӗсене ҫиелти риза арки тавра улмасем хушшине ҫакса тухнӑ; 26. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пекех, кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли ҫиелти риза арки тавра шӑнкӑрав та улма, шӑнкӑрав та улма пулнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ, 11. ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ; 12. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ; 13. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ; 14. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ; 15. сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24. ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26. ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28. каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29. ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30. сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Бахолдин кунпа ҫеҫ лӑпланман, вӑл таврари саласемпе ялсенче тӑлӑха юлнӑ, пӑхакан ҫук ачасене пухма пуҫланӑ, вара часах ун тавра выҫӑ та ҫӗтӗк-ҫурӑк, ҫара уран ачасен пысӑк ушкӑнӗ пуҫтарӑннӑ, вӗсем таврари хресченсене чылаях сехӗрлентернӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Акӑ икӗ лӗпӗш, пӗр-пӗрин тавра ҫаврӑнса, сывлӑшра, вальс ташланӑ пекех, питӗ васкаса, йывӑҫ вуллисем тавра явӑнаҫҫӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ярӑнмалли тӑвайкки тавра чӑрӑш лартнӑ, площадка тавра та пӗчӗк чӑрӑшсем пур.Вдоль катальной горки были насажаны ели и вокруг площадки маленькие ели —
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лайӑх, йӗркеллӗ колхоз хуҫалӑхӗнчи тӗп ҫурт тавра тӗрлӗ ҫуртсем вырнаҫнӑ пек, тупӑ тавра пит те йӗркеллӗн тӗрлӗрен службӑсем, пӗчӗк ҫурт пеккисем вырӑнаҫса тухнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
11. Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сирон, Сири ҫарпуҫӗ, Иуда хӑйпе пӗрле вӑрҫа тухма хӑй тавра шанчӑклӑ ҫынсене йышлӑн пуҫтарни ҫинчен илтнӗ те 14. каланӑ: Иудӑпа тата ун тавра пухӑннӑ ҫынсемпе, патша сӑмахне вырӑна хуманскерсемпе, кайса ҫапӑҫам та — ятӑма ҫӗклем, патшалӑхра чапа тухам, тенӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йӗркесӗр ӗҫӗрсене эсир хӑвӑр тавра пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсенчен те нумайрах турӑр, эсир Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмастӑр, Эпӗ хунӑ йӗркесене тытмастӑр, эсир хӑвӑр тавра суя тӗнпе пурӑнакансен йӑли-йӗркипе те пурӑнмастӑр, 8. ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫапла тунӑшӑн акӑ Эпӗ те, Эпӗ Хам та — сана хирӗҫ, сана суя тӗнпе пурӑнакансем умӗнче сут тӑвӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Куртӑм вара — металл ялкӑшать пек, ун ӑшӗнче, ун тавра вут-ҫулӑм ялкӑшать пек; пилӗкӗ евӗрлинчен ҫӳлелле те, пилӗкӗ евӗрлинчен аялалла та эпӗ темӗнле вут куртӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑрать.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ санӑн тавра тапӑрпах вырӑнаҫӑп, сан тавра хурал пашнисем туса лартӑп, сана хирӗҫех аркатакан сӑпрай лартса тухӑп.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иерусалим тавра — тусем, Ҫӳлхуҫа вара — малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑйӗн халӑхӗ тавра.2. Горы окрест Иерусалима, а Господь окрест народа Своего отныне и вовек.
Пс 124 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тепӗр кунне Олоферн хӑйӗн пӗтӗм утлӑ ҫарне Ветилуя хулинчи Израиль ывӑлӗсем умне ертсе тухнӑ, 7. вӑл вӗсен хулине кӗмелли вырӑнсене пӑхса тухнӑ, хула тавра пӑхса ҫаврӑннӑ, кайран ҫӑлӗсене йышӑнса вӗсем тавра салтаксем тӑратса тухнӑ та каялла хӑй халӑхӗ патне таврӑннӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫиччӗмӗш кунхине ирех, шурӑмпуҫпа пӗрлех, тӑнӑ та хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑннӑ; вӗсем унчченхи евӗрлех пынӑ, анчах ҫав кун хула тавра ҫичӗ хутчен ҫаврӑннӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем иккӗшӗ паллашнӑ чухне Кӗлсулттан ҫап-ҫамрӑкчӗ, тухья тӑхӑнса ҫӳретчӗ, куҫӗ ахахӑн та мерченӗн ҫиҫетчӗ, таврари ялсенчи каччӑ-тӗрӗш ун тавра хӗвӗшетчӗ.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.