Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавлашать (тĕпĕ: тавлаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машинист Иван Алексеевич, ҫӳллӗ те типшӗмрех кӗлетке-ҫурӑмлӑрах казак, шӑртланса кайсах тавлашать.

Машинист Иван Алексеевич, высокий мослаковатый казак, спорил ожесточенно.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергее кӗтмен ҫӗртен ашшӗ килсе кӗни аса килет те, вара вӑл унпа тавлашать, ӑна ӑнлантарса пама тӑрӑшать; е вӑл ашшӗн пиҫсе хуралнӑ салху питне, шуралнӑ куҫхаршисене, табак тӗтӗмӗпе ӗнсе саралнӑ уссине курать; е тӑруках старикӗн пичӗ майӗпен улшӑнса, ҫамрӑкланса каять те, вара ун умне Кондратьев тухса тӑрать; е никам та ҫук, чӳречесем анчах курӑнаҫҫӗ, хӑлхасенче палланӑ сасӑ янӑрать:

То ему вспоминался нежданный приход отца, и Сергей снова спорил с ним; то видел молчаливое и грустное лицо его, седые клочья бровей, закопченные усы; то вдруг лицо старика постепенно менялось, молодело — вот уже исчезли усы, и перед ним стоял Кондратьев; то никого не было, виднелись лишь окна, а в ушах звучал знакомый голос:

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Тӗлӗнтермӗш, кам ун пирки тавлашать!

— Так кто ж, чудак, с этим спорит!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Михайлик, ара вуламан-иҫ эс ӑна, — тесе тавлашать вӑл хытӑ сасӑпа.

— Да ты же, Михайлик, этого не читал! — спорит она громко.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.

И когда медное лицо полицейского тускло темнеет, когда его рука еще выше поднимает короткую тупую палку,- рев толпы начинает странно прерываться, и туловище ее постепенно, медленно разваливается, хотя голова «Mob» всё еще спорит, мотается из стороны в сторону, хочет ползти дальше.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Тавлашать, сӑмахпа кӳрентерет, ӗҫӗ пирки ан та ыйт!

Спорит, грубиянит, а дела не спрашивай!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл кӑшкӑрашать, тавлашать, темле спектакль пекех туйӑнать, юлхав улпутшӑн хӑех калаҫать те, ӗҫлет те.

Он кричал, спорил и составлял род какого-то спектакля, избавляя ленивого барина самого от необходимости говорить и делать.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Камерӑна пырать те сехечӗ-сехечӗпе тавлашать.

Приходит в камеру и спорит целыми часами.

Ресслер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней