Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене вырӑнсӑр кӳрентерсе, Сагайда халь Юрий Брянский вырӑнне ротӑра пайтахранпа ҫапӑҫакан салтаксене тата ытларах юратма пуҫларӗ; ун шучӗпе, ҫапӑҫура вилнӗ офицер-тусӗн сӳнми сӑнарне ҫав ҫынсем упраҫҫӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Вӗсем пирӗн юнпа ҫырнӑ нихӑҫан сӳнми вӗри чӗнӳсем!
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эсир телей ҫулӗ туяннӑ, мир ҫулӗ тупнӑ пулсан, вӑрттӑн куҫҫуль тӑкакансемпе хурлӑх тӳсекенсене ирӗке кӑларас тесе эсир юратакан юлташсемпе пӗрлешнӗ пулсан, сирӗн чунӑр ан кӗвӗҫтӗр, сирӗн чӗрӗр алтарь пек таса пултӑр, унта хӑватлӑ вут нихҫан сӳнми ҫунса тӑтӑр.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларассишӗн пыракан хаяр ҫапӑҫусенче палӑрнӑ совет ҫыннисен чӑн-чӑн сӑнарне, вӗсен нихӑҫан сӳнми паттӑрлӑхӗпе харсӑрлӑхне тивӗҫлипе кӑтартса панӑ.
Иван Андреевич Козлов // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с. — 349–351 с.
Унӑн мӑшӑр куҫӗнче сӳнми ҫутӑ выляса йӑлкӑшать.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Чӑнлӑхпа ӑс-тӑн ҫулӗсем тӑрӑх утакан ачасем пурин патне те юрату илсе пыраҫҫӗ, пурне те ҫӗнӗ ҫанталӑк тӳпине витеҫҫӗ, пурне те сӳнми вутпа ҫутатаҫҫӗ, вӑл вут — чӗререн тухса тӑрать.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ывӑлӗсӗр пуҫне кама каласа панӑ пулӗччӗ амӑшӗ хӑйӗн ӗмӗр сӳнми хуйхи ҫинчен, инкексемпе суранланса пӗтнӗ хӑйӗн ҫамрӑк пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑй юратма пӑрахман ҫын ҫинчен тата ҫав пур вӑрам ҫулсем хушшинче ӑна кӗтни ҫинчен?
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Берсенев вара юрӑсем ҫинчен Болгарири хальхи пурнӑҫ ҫине куҫрӗ; хӑйӗн тӑван ҫӗршывне аса илнипех Инсаровӑн кӑмӑлӗ улшӑннине Берсенев ҫавӑн чухне пуҫласа курчӗ: унӑн пичӗ хӗрелсе каймарӗ, сасси те улшӑнмарӗ — ҫук! анчах мӗнпур ӳт-пӗвӗ ҫирӗпленсе малалла туртӑннӑ пек пулчӗ, тути хаярланса ҫӳхелчӗ, куҫӗсенче темле сӳнми ҫулӑм ялкӑшса тӑчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах ҫапах та сӳнми хастарлӑха ҫухатман.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тая куҫӗсенче мӗн пирки сӳнми ҫулӑм йӑлтӑртатни сӑлтавне чи малтан унӑн аппӑшӗ пӗлет, ҫав кунран вара йӑмӑкӗпе аппӑшӗ хушшине ютшӑну мӗлки кӗрсе выртать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫак пинсем кунта, нихӑҫан сӳнми пӗр вӑй пулса, хӑватлӑ трансформаторпа пӗрлешеҫҫӗ.Эти тысячи сливались здесь в единый мощный трансформатор никогда не затухающей энергии.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Павелӑн куҫӗсем ҫеҫ ӗлӗкхи пек сӳнми вутпа йӑлтӑртатаҫҫӗ.Только одни глаза Павла с таким же, как прежде, незатухающим огнем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑй пек ытти пиншер боецсемпе пӗрле, — хӑй пекех ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ, анчах та хӑйсен класӗн влаҫӗшӗн ҫапӑҫма сӳнми ҫулӑмпа ҫунса тӑракансемпе пӗрле — вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывне урлӑ та пирлӗ ҫуран, утса каҫнӑ, вӑрҫӑ тӑвӑлӗнчен пурӗ те икӗ хут ҫеҫ татӑлса юлнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах Муций юлашки юррине пуҫласан — ҫав сасӑ сасартӑк вӑй илчӗ; янравлӑн та хӑватлӑн чӗтренсе кайрӗ; астаракан илӗртӳллӗ кӗвӗ вӑрӑммӑн туртнӑ сӗркӗч айӗн юхма тытӑнчӗ, тирне сӗрме купӑс ҫине сӑрнӑ леш ҫӗлен пек, илемлӗ авкаланса юхрӗ; сӳнми вутпа, иксӗлми уявлӑ савӑнӑҫпа ялкӑшса ҫунчӗ ҫав кӗвӗ — Фабин те, Валерин те чӗрисем шикленсе хытрӗҫ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, Муций, пуҫне сӗрме купӑс ҫумне хӗснӗскер, шуралса кайнӑскер, куҫ харшисене пӗр ҫӗре пӗрнӗскер, пушшех шухӑшлӑ та мӑнаҫлӑ курӑнчӗ — сӗркӗч вӗҫӗнчи алмаз пайӑркаллӑ хӗлхемсем сапрӗ, хӑй те ҫав асамлӑ юрӑран вут тивертнӗ пек ҫунчӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫак самантра хура тирекӗн ҫӑра тураттисем хыҫӗнчен хӗвел пӑхса ячӗ те, унӑн хӗрлӗ кӗрен пайӑрки малти лаша ҫурӑмӗ ҫине ӳкрӗ; лашан йӑлтӑртатса тӑракан йӗпе ҫӑмӗ пӗр самантлӑха сӳнми хура ҫулӑм пек ялкӑшса илчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Упӑшкине ирӗксӗртен ачашлакан Аксинья, ӑна курайманнипе, ӑшра явӑнакан сӳнми ҫулӑма куҫҫульпе сӳнтерет.Аксинья, лаская мужа, слезами заливала негаснущую к нему ненависть.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫиҫӗм ялт та ялт! ҫиҫсе илнӗ чухнехи пек, ун умӗнче пӗрре нимӗҫ танкӗсем, тепре вилсе юлнӑ ҫынсем, унтан тата шурӑ хурӑнсен сӳнми ҫуттипе ҫутӑлса ларакан тӑван Ольховка ялӗ тӗлӗнчи шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗлтлетсе илнӗ…
XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Сӳнми ҫӑлтӑр» хайлавне те вӑл арӑмне халалланӑ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Унтан пӗртте вӑтанман пек пулса эстрада ҫине Том Сойер тухрӗ те нихӑҫан сӳнми хавхаланупа «Ирӗк парӑр мана е вилӗм парӑр мана!» сӑвва калама пуҫларӗ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Этемлӗх историйӗнчи чи юнлӑ вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхӑн сӳнми ҫути вуншар-вуншар ҫул иртсен те пирӗн чунсене ҫутатса, вӑй парса тӑнине пурнӑҫ хӑй ҫирӗплетрӗ.
Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№