Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗмӗ (тĕпĕ: сӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗттӗм хӗвелтухӑҫӗнчен тин ҫеҫ каҫ сӗмӗ килсе ҫапрӗ.

Ночь только что пришла с темного востока.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалтан вӗсен ҫурӑмӗсем ҫине шанма пуҫланӑ армутин типӗ шӑршипе ӑшшине сарса, каҫ сӗмӗ сывлать.

Сзади сухим теплом и запахом вянущей полыни дышала им в спины ночь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юрату сӗмӗ килсе хупланипе вӑл хӑйӗн савни ыттисенчен урӑхла, тен, хӑйне ытла та хытӑ шанакан тата, паллах, хӑйне ытла та юратакан ҫын пулнине курман.

Не видел он, пораженный любовной слепотой, что возлюбленная его была особой, может быть, даже более, чем надо, самоуверенной и, несомненно, самовлюбленной.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ял хӗррине ҫитнӗ ҫӗре каҫ сӗмӗ ҫапнӑччӗ, кӗр енне куҫнӑ ҫанталӑк ҫапла вӑл: ҫутах пекчӗ — пӑхан — каҫ та пулнӑ.

Помоги переводом

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Эп пӗлекен-паллакан мистикӑлла сехӗрленӳ сӗмӗ мелтлетсе илчӗ ун куҫӗсенче.

В ее глазах мелькнуло отражение знакомого мне мистического ужаса.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫакна вӑл сӳрӗккӗн каларӗ, кукамӑшӗ ҫине мар, чӳреченелле пӑхса, анчах ун сассинче эпӗ аран палӑракан тарӑху-вӗчӗрхенӳ сӗмӗ пуррине уйӑрса илтӗм.

Она произнесла это равнодушно, глядя не на бабушку, а в окно, но в ее голосе я уловил чуть заметный оттенок раздражения.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Новиков-Прибой тухса кайнӑ чух хулана каҫ сӗмӗ аннӑччӗ ӗнтӗ.

Над городом уже спустилась ночь, когда Новиков-Прибой ушел.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Каҫ сӗмӗ ҫапа пуҫланӑ.

Вечереет.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Каҫ сӗмӗ ҫӑралансах пычӗ.

И совсем уже темно станет.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Арҫынсем сӑмахланинче шеллев сӗмӗ те палӑрчӗ.

В голосе мужиков слышалась даже как бы жалость к кандидатам, сочувствие.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Анчах унчченхипе танлаштарсан самана сӗмӗ, экономикӑри лару-тӑру «ниме» сӑмаха лексиконран кӑларса (вӑхӑтлӑха ҫеҫ тесе шутлатӑп) ҫӗнӗ терминсене сӑмах ҫаврӑнӑшне кӗртрӗ.

Помоги переводом

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Шупашкар шыв управӗн шайне ҫӗклессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру тавра нумай сас-хура ҫӳрет, ӑна политика сӗмӗ пама та, унпа пусахламалли мел пек усӑ курма та хӑтланаҫҫӗ.

Вокруг ситуации с поднятием уровня Чебоксарского водохранилища ходит много слухов, ее пытаются политизировать, использовать как средство давления.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Каҫ сӗмӗ сисӗнмеллех палӑрма пуҫласан Лявантти шӑллӗне килне леҫме пычӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Каҫ сӗмӗ таврана хупласан кил хапхи ҫине ҫакнӑ шурӑ экран ҫине халӑх куҫ илмесӗр, тӗлӗнсе пӑхать.

Помоги переводом

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Информацин ҫӗнӗ технологийӗсенче чӑваш сӗмӗ ҫук.

Помоги переводом

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

10. Суккӑрсем пек, хӳмене хыпаласа ҫӳретпӗр, куҫсӑр юлнӑ пек, хыпашласа пыратпӑр; кӑнтӑр кунӗнчех, каҫ сӗмӗ ҫитнӗ пек, такӑнатпӑр, чӗррисем хушшинче вара — вилнисем пек.

10. Осязаем, как слепые стену, и, как без глаз, ходим ощупью; спотыкаемся в полдень, как в сумерки, между живыми - как мертвые.

Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней