Поиск
Шырав ĕçĕ:
Электричество ҫутинче пит сӑнсӑр курӑнма пултарать, ҫавӑнпа та каҫпа пите сӑрлани вырӑнлӑ.Лучше делать это только вечером, т. к. при электрическом свете лицо может показаться бледным.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӑнсӑр!
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Ку вӑл мӗскӗн Сӗрӗме ҫак вӑхӑтра кун ҫути те ытла сӑнсӑр пек туйӑннӑран пӳлчӗ пулас.Это оттого, что бедному Дыме в эту минуту был не мил белый свет.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Эпӗ сӑнсӑр тунсӑхласа ҫитрӗм, Танюша.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унта-кунта типсе кайнӑ тӑпра ҫинче сӑнсӑр канавсемпе ытти кирлӗ мар курӑксем лараҫҫӗ.Здесь и там на иссушенной почве росли невзрачные ханары и другие сорные растения.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Мӗн пулнӑ сана? — ыйтрӗ вӑл Николай Петровичран: — эсӗ куҫа курӑнан тӗлӗк пекех сӑнсӑр; сывӑ мар эсӗ; мӗншӗн выртмастӑн эсӗ?
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Чӗмсӗр нимӗҫсем, сӑнсӑр хураскерсем, ҫывхарсах килеҫҫӗ…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
«Хытах ярса илнӗ пулас, ҫавӑнпа та вӑл унтан ӳсӗр ҫын пек пӗр сӑнсӑр тухрӗ», — шӑрпӑк ҫутса темӗн вулакан Маруся ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса шухӑшларӗ вӑл.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унтан каллех вара, тӑвӑнса ҫитнӗ лару-тӑрӑва пушшех те хӗртсе ярса, хӗрарӑмсем хӑрушла ӳлесе ӗсӗклени, вилнисене асӑнса, «сӑнсӑр сасӑпа» кӑшкӑрса хӳхлени илтӗнсе кайрӗ…
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ҫав самантрах картишӗнчен вӑркӑнса тухрӗ; пуҫӗ ҫине тутӑр уртса, сӑнсӑр сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫларӗ те, Пантелей Прокофьевич та тӳссе тӑраймарӗ, лашисене чарсах, Анютка енне ҫаврӑнса ларчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах та малтанхи йӗркине вуласанах, вӑрӑм сак ҫинчен шуса анчӗ те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтресе, сӑнсӑр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Тӑхта, сӑнсӑр!
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Акӑ алшӑлли, шӑлкала сӑнсӑр пит-куҫна…»
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл тата тепӗр хут кайӑкҫӑ Кирилюк ларакан ҫӗртен иртсе кайрӗ, Ленин урайне тӑршшипех утса тухрӗ, Крестьянская урам кӗтессине ҫитрӗ, купца ывӑлӗ Константинов пусми тӑрӑх хӑпарчӗ, Пирогов урамӗнчи ӗлӗк шкул пулнӑ, халӗ сӑнсӑр ҫурт ҫине пӑхса тӑчӗ те килне кайрӗ: пуҫтарӑнас пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗссӗр куҫсем, сайра та тӗссӗр ҫӳҫсем, ытла та сӑнсӑр пит-куҫ… каҫарӑр, сӑнсӑр мар, эсир каланӑ пек каласан, пиҫсе ҫитнӗ ҫырла, урӑхла каласан сирӗн эскимоссем ҫеҫ ҫӑвара хыпма пултаракан апат!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнтӗркенӗ, сӑнсӑр тул ҫути килчӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950