Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмса сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмса (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмса тутриччӗ пулас.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн ҫамка ҫинче юнланса пӗтнӗ сӑмса тутри выртатчӗ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена шурӑ платйӗпеччӗ, ҫил ӑна хывса илесшӗн лӑскарӗ, унӑн вӑрӑм та тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫесене сапаласа яма тӑрӑшрӗ, вара вӑл пуҫне Завьяловӑн сӑмса тутрипе ҫыхрӗ — косынкине хӑйпе пӗрле илме маннӑ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тумтирне тасатас тесе сӑмса тутрипе сӑтӑрать, сӑтӑрать.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хулӑн та самаях вӑрӑм сӑмса.

Помоги переводом

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗн-ха, тархасшӑн, ыратать-и, — куҫҫульне сӑмса тутрипе шӑлнӑ май тархасласа макӑрчӗ амӑшӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑл чӗн пиҫиххине ман сӑмса патнех илсе пычӗ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӑваш тӗррипе илемлетнӗ сӑмса тутрисем, салфеткӑсем, шӑрҫасемпе тенкӗсенчен ӑсталанӑ тухья-хушпу, масмаксем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Каччӑ, хӗр аллинчен тӗрленӗ сӑмса тутри илсе, вӑртах пуҫне ҫӗклет.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня тухса кайма тапрансан, амӑшӗ ӑна сӑмса тутри тыттарчӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухви кантӑк умӗнче, хӑнапа тӳртӗнрех ларса, те тӗрӗ тӗрлет, те сӑмса тутри хӗрри пӳклет.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унтан Холков та сӑмса тутри кӑларса куҫне типӗтме пикенчӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пӗве ҫутине курсан ҫеҫ аса илтӗм те шыв хӗрне чупса анса сӑмса вӗҫне кӑштах йӗпетрӗм.

Помоги переводом

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Энтри ӑна асӑрхарӗ те ҫӗкленсе пӗве умӗнчи тӑйлӑк-тайлӑк юпасенчен пӗрин ҫине ларчӗ, кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларса, аллине васкамасӑр шӑла пуҫларӗ.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кудряшов ҫапла ыйтсан, бригадир хӑма татӑкӗ ҫине анас пурттине сывлӑшра тытса чарчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ, анчах секретаре куҫран пӑхаймарӗ, пирӗн еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ, куҫне тем кӗнӗн шӑлкала пуҫларӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепри те ун пекех вӑтам пӳллӗ, ун пекех патвар хул-ҫурӑмлӑ, анчах сӑн-сӑпатран йӑлт урӑх ҫын: лаптак пит, хӗсӗк куҫ, сарлака сӑмса.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ансӑртарах тӳрӗ ҫамка, тӳп-тӳрӗ сӑмса, мӑкӑрларах тӑракан ҫӳлти тутан лайӑх палӑракан хӗррисем — ҫакӑ мана тахҫантанпа пӗлекен ҫын сӑн-пичӗ пек курӑнать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Григорий Григорьевич комбайн ҫинчен анчӗ те, кӗҫйинчен сӑмса тутри кӑларса, питне шӑлчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑна сӑмса тутӑрӗпе чӗркесе булавкӑпа тӳмеленӗ пулнӑ.

Они были в носовом платке на булавке.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Таранов иккӗшне каялла илсе хучӗ, пӗрне, сап-сарӑ антоновкӑна, сӑмса тутрипе шӑла-шӑла тасатса ҫатӑрт! ҫыртрӗ: панулми ҫисен шыв ӗҫес килни иртсе кайӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней