Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавне (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна асӑрхарӗ-ши Петриков, асӑрхамарӗ те-ши, анчах вӑл Григориу ӑшӗнче хускалнӑ пӑлхавӑр сӑлтавне ҫирӗплетес тенӗн калаҫса кайрӗ, Григориу кӑмӑлӗ ытларах йӳҫтӗр тенӗн кулавккине ярса тӑчӗ:

Помоги переводом

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эппин, туссем хирӗҫсе кайнин сӑлтавне кӗрекере ӑнланса илесшӗн-ха? — ҫул ҫинчи чул катӑкӗсене тапкаласа илтӗм эпӗ.

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алиса ҫак савӑнӑҫлӑ шӑв-шав сӑлтавне пачах та ӑнланман пек, ҫак калаҫӑва пачах та хутшӑнман ҫын пек хӑйӗн ҫине пӑхкаласа ларчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Коммуналӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем шыв пӑрӑхӗсене ҫӗр айӗнче 50 ҫул выртаканнисене чавса кӑларсан тин чӑн сӑлтавне пӗлнӗ.

Помоги переводом

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Ҫакӑн сӑлтавне те хӑйсемех уҫӑмлатрӗҫ.

Причину же сами и объяснили.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Сӑлтавне вара Василий Егоровӑн этимологи словарьне уҫсан пӗлме пулать:

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Лӑпкӑн, тавлашмасӑр выляма ҫукчӗ тата унпа, хирӗҫмелли сӑлтавне ҫине-ҫинех тупатчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑлтавне Радик никамран та пытармасть, вӑл — ӗҫе юратни тата тӑрӑшса ӗҫлени.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Профком председателӗ, иккӗмӗш курсра вӗренекен ҫамрӑк студент, манӑн ӗҫсем мӗншӗн ҫапла япӑхланса пынин сӑлтавне тупасшӑн пулчӗ, пӑшӑрханчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӗсем чап ҫинчен шухӑшламаннин сӑлтавне вӗсен ҫавӑн пек ҫутӑ ӑс пулни хӑех сӑлтавласа кӑларса тӑратать, ку — улшӑнма пултарайман ҫирӗп закон.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ӗни хӗсӗр юлсан сӑлтавне техник-осеменатор ҫине йӑвантарма пӑхатӑн: вӑл япӑх ӗҫлет имӗш.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑлтавне кайран пӗлтӗм вара.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Елена Максимовна хӑй ачине, сӑлтавне пӗлмесӗр, айӑплама та, ӳпкелеме те пултараймарӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакна асӑрхаса, юнашар ларса пыракан хӗрарӑм тинех (манӑн пит-куҫри тӗксӗм тӗтрелӗхӗн сӑлтавне шахвӑртса пӗлесшӗн ҫунса-ши?) куҫӗпе мана чӗррӗн тӗллерӗ:

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сӑлтавне хӑҫан та пулин тӗплӗнрех уҫса парӑп.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ҫак кутӑнла, «ҫӑвак», сӑтӑрла «вӑйӑн» чӑн-чӑн сӑлтавне Полина хӑй ҫеҫ ӑнкарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ой, бли-и-иин!!!» — шалтан тӑвӑрланса-тарӑхса чӗтрентерсе илчӗ сассине Пурис, анчах хӑй шӑпине ҫаврӑнса тухнӑ асапӗн сӑлтавне шыраса пуҫне йывӑрлатма шутламарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина чӗннӗ ҫӗре чи пирвайхи хӑнасем пулса ҫитрӗҫ, кил хуҫи хӗрарӑмне — менелник «сӑлтавне» — парне вырӑнне простынь таврашӗ пачӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл виҫҫӗмӗш кун ӗҫе тухмасть, сӑлтавне пӗлме юрать-ши?

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней