Поиск
Шырав ĕçĕ:
— …Вара эп псалтире пӑрахрӑм, — каласа кӑтартать Давыдов, — хӗҫҫе вӑльт-вальт ҫӗклерӗм, пичче куҫне чиксе шӑтартӑм, мӑнаккан пуҫ сыррине касса вакларӑм, чипер йытта хӳресӗр хӑвартӑм, ҫапла — виҫӗ ҫӗнтерӳ ҫинчен полководец пророкла каланӑ сӑмаха ҫийӗнчех пурнӑҫларӑм.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
24. Вӑл килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ; 25. хӑй ӗҫне туса пӗтерес умӗн Иоанн каланӑ: «эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? эпӗ — Вӑл мар; акӑ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн килет, эпӗ Унӑн ури сыррине салтма та тивӗҫлӗ мар» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34. Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ сире ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп, ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар.11. Я крещу вас в воде в покаяние, но Идущий за мною сильнее меня; я не достоин понести обувь Его;
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Шӑпах ҫавӑ вӑхӑтра Исаийӑна, Амос ывӑлне, Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: кай та хуйхӑ тумтирне хывса хур, уру сыррине те салтса пӑрах, тенӗ.
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тата: Иоав, Саруия ывӑлӗ, мана мӗн тунине пӗлетӗн, вӑл Израиль ҫарӗн икӗ ҫулпуҫне — Нир ывӑлне Авенира тата Иефер ывӑлне Амессая — мӗн кӑтартнине те, вӗсене лӑпкӑ самана тӑнӑ вӑхӑтрах вӗлернине, вӑрҫӑ юнӗ тӑкса хӑй пилӗкӗнчи пиҫиххипе хӑй уринчи ура сыррине вӑрҫӑ юнӗпе хӗретнине пӗлетӗн эсӗ; 6. унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка ахаллӗн ярас мар тесессӗн, хӑвӑн ӑсу хушнӑ пек ту.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ Иисуса каланӑ: уру сыррине салт, мӗншӗн тесессӗн эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ вырӑн, тенӗ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ каланӑ: ҫывӑха ан кил; уру сыррине салтса пӑрах, мӗншӗн тесессӗн эсӗ тӑракан вырӑн сӑваплӑ ҫӗр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1