Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑках пӗчӗкҫӗ ача ухмаха ернӗ пек хыттӑн ҫухӑрни сывлӑша ҫурса кайрӗ:
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кунти сывлӑш металл, кӑмрӑк, ӗҫ шӑршипе тулнӑ; Виктор та ҫак сывлӑша килленсех ҫӑтрӗ.Воздух здесь был насыщен запахом металла, угля, труда, и Виктор вдыхал его с жадностью.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Уҫӑ сывлӑша тухасчӗ!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл хӑсма хӑтланса сӑмса тутри ҫине хуллен иклетрӗ, мӗнле те пулин уҫӑ сывлӑша тухасси ҫинчен ӗмӗтленчӗ.Он тихо икал в платок и мечтал только о том, чтобы выйти на воздух.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл уҫӑ сывлӑша тарӑннӑн сывласа илчӗ, ҫав самантра вара Виктора Ваня юлташ кӑкӑрӗнче ҫунса тӑракан кӑвар кӗҫ-вӗҫ ҫулӑмпа ҫунма тытӑнас пек, халлӗхе хуллен пӑшӑлтатса тухакан сасси сасартӑк хаяр аслати пек янӑраса каяс пек туйӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл вара, теме систернӗ пек, пуҫ пӳрне чӗрнипе сывлӑша чӗрсе илет.И таинственным жестом он пронзал ногтем большого пальца воздух.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Жестянщиксен кивӗ йӑлипе вӑл, паяльник хӗрсе ҫитнине пӗлес тесе, ӑна пичӗ ҫывӑхнерех илсе пычӗ, анчах сывлӑша иккӗленерех шӑршларӗ те, паяльнике каллех кӑмакана чикрӗ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Халӑх ӳлӗмрен таса сывлӑша сывласа таса шывпа усӑ курма пуҫлӗ. Ялта пурӑнакансенчен 95 проценчӗ ытла централизациленӗ майпа таса шывпа усӑ курать. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсен шыв ыйтӑвӗ туллин уҫӑмланнӑ», - тесе каланӑ вӑл хӑйӗн ум сӑмахӗнче.
Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k
Будкӑра ӗнерхи «Ҫиҫӗм» стена хаҫачӗ ҫакӑнса тӑратчӗ, унта пысӑк саспаллисемпе: Борис Баймашкин пилот малта пырать, вӑл паян аллӑ пилӗк хут сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗ», — тесе ҫырнӑччӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Мефоди-ҫурӑ аш яшкине те, хура тул пӑттине те питӗ ырларӗ: «Кашни кун капла тӑрантарсан, тепӗр эрнерен мана «Антоша» сывлӑша ҫӗклесе хӑпарайми пулӗ, хам та самолет алӑкӗнчен хирӗнсе кӗрейми пулӑп», — терӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Часах пӗрремӗш самолет сывлӑша ҫӗкленчӗ, плошадка ҫийӗн ҫаврӑнса тулӑ ани ҫинелле, сигнальщица ялавпа кӑтартнӑ ҫӗрелле, ҫул тытрӗ, ана хӗррине ҫитсен, икӗ хутлӑ ҫуначӗсене тайӑлтарса илчӗ, вара кӗрхи калча ҫине суперфосфат сапма тытӑнчӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акӑ тата пӗр гектар вӑрман ҫулталӑкра 18 миллион кубометр сывлӑша тасатать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Сивӗ сывлӑша пӳлсе илет те калаҫма чӑрмантарать.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ваҫли, такама юнаса, чӑмӑрӗпе сывлӑша кастарса илчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сывлӑша ҫавӑрам-ха, кин…
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Чӑнах, ма уҫӑ сывлӑша тухмалла мар-ха ман?
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Таса, уҫӑ сывлӑша ӳпке тулли ҫӑтса, Макҫӑм еннелле ҫаврӑнчӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Малти урисемпе сывлӑша кукалесе илсе, каллех анса тӑчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хури кайтӑр, тетти юлтӑр!.. — тесе сӑвӑласа милӗксене ҫӗклерӗ, вӗри сывлӑша варкӑштарса, Уҫка ҫурӑмӗ ҫине тивертрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр айӑпсӑр ҫынсене ҫаврака шӑтӑк чавтарса унта янӑ, пуҫне ирӗке, сывлӑша хӑварса, кӗлеткипе аллисене тӑпрапа таптаса хытарнӑ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.