Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ленин хӑй умӗнче «свидетельсен» сӑнӗсене — чапшӑн ниҫта кайса кӗрейми ҫӑтӑхакан, ытти мӗнпур ренегатсем пекех, йӑплака та йӗрӗнчӗк Григорий Алексинские курать; хӑй нихҫан никама вӗлермен пулин те, хӑйне «революционер-террорист» тесе вӗҫкӗнленекен, лапӑрчӑк сухаллӑ, пӗчӗк те йӑрӑ куҫлӑ этемккен — Бурцевӑн лӗкӗллӗ пиншакне курать; чапа хапсӑнакан, авкаланма-хӑлаҫланма юратакан тата анархистла юрлакан Борис Савинков дендие курать; ӗлӗкрех марксист пулнӑ Потресова тата большевик пулса пӑхнӑ Мешковские курать; Ленин ҫав мӗнпур «пулнӑ» ҫынсене, вӗсен профессорсенни майлӑ сухалӗсемпе кӳпшек пичӗсене йӑлтах курать, вӗсем ҫав тери вӗчӗрхенсе те сехӗрленсе каланӑ сӑмахсене илтет, ответ парать, вӗсем икӗпитленсе хуҫкаланнине, суйнине, намӑссӑрланнине, революцие курайманнине, массӑсенчен хӑраса ӳкнине, вӗсем вырӑс рабочи класӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине, пролетари демократине ним вырӑнне те хуманнине тата Европа демократийӗ умӗнче — унти нӑйӑлти рабочи союзсемлӗ тата «марксистла» хупахсемлӗ буржуаллӑ демократи умӗнче пылаккӑн пуҫ тайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать!
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Козуба чупнӑ пекех ыткӑнса пычӗ, аллисемпе ыталаса илчӗ, чуптурӗ, хӑйӗн янах ҫинчи шӑртлӑ сухалӗсемпе питӗ хытӑ чиккелесе илчӗ.Козуба подходил почти что бегом, охватил, поцеловал, жестко накалывая кожу колючим подбородком.
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫавӑнпа вӑл урӑх пӗр сӑмах та хушмарӗ, хӑйӗн сухалӗсемпе тусана шӑлса пӑрахнӑ пек туса, силлентерсе илчӗ те хавхаланас ӗҫсенчен инҫетерех, таҫта пӗр пӗччен шӑтӑка кӗрсе кайрӗ.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӗсемсӗр пуҫне тата хир варринче хӑйӗн сухалӗсемпе хыр ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пуканесен наукин тухтӑрӗ Карабас Барабас тӑрса юлчӗ.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫак сӑмахсене илтсен, синьор Карабас Барабас куҫӗсене сиктерсе кӑларчӗ, сиксе тӑчӗ, сухалӗсемпе ҫыхланса ларчӗ те тӳрех хӑраса ӳкнӗ Дуремар ҫинелле йӑванса кайрӗ, ӑна хӑйӗн хырӑмӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ те, вӑкӑр пек ҫухӑрса мӗкӗрсе ячӗ.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӗтӗ инфузорисем авӑна-авӑна, хӑйсен урисемпе аллисем вырӑнне пур сухалӗсемпе чӗтрене-чӗтрене мӗн те пулин ҫимелли ярса илесшӗн пулчӗҫ, анчах вӗсем хӑйсемех шыв нӑррин ҫӑварне ҫакланчӗҫ.
Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Зала пысӑк ҫыхӑ ҫӗкленӗ ҫынсем киле-киле кӗчӗҫ, хулӑн тумланнӑскерсем — вӗсем алӑк хушшине хӗсӗнсе ларчӗҫ, вӑрҫа-вӑрҫа илчӗҫ, унтан япалисене урайне е сак ҫине пӑрахса, пальто ҫухисемпе ҫаннисене, сухалӗсемпе мӑйӑхӗсене пасран шӑлса тасатрӗҫ, ӳсӗркелесе илчӗҫ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинчи хупписемпе, хаччисемпе, сухалӗсемпе, урисемпе, мӑйӗсемпе пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑрӑлнӑ, ку ӗнтӗ ҫынсене раксем пӑшӑлтатнӑ пек туйӑннӑ.
Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1