Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сунчӗ (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл мана тӗл пулчӗ те, ятран-хушаматран чӗнсе, сывлӑх сунчӗ, алла тытса чӑмӑртарӗ, «эсир ман ҫинчен астумастӑр пулӗ», тесе, хӑйӗн ятне каларӗ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сывлӑх сунчӗ, хӗрсене вӑрттӑнтарах сӑнаса илчӗ, унтан ҫапла ыйтрӗ:

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сывлӑх сунчӗ, анчах ӑна хирӗҫ, Марине инкесӗр пуҫне, никам та чӗнмерӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тепӗр кунне Нина Васильевна ирех палатӑна кӗчӗ те чирлисене сывлӑх сунчӗ, вара ман койка умне пырса ларчӗ, алӑран тытрӗ, юн тымарне итлесе пӑхрӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ачасене те вӑл яланах хӑюллӑ пулма сунчӗ.

Помоги переводом

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Темӑна пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев «ҫак чикӗсене шута илсе» малалла ӗҫлеме сунчӗ.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Вӑл ял ҫыннисен малашне кирек епле уява та, пӗлтерӗшлӗ мероприятие те пӗрле пухӑнса ирттерме майсем пуласси пирки каларӗ, ҫитсе килекен 2024 ҫулпа саламларӗ, пурне те ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Игорь Николаевич юрӑри хумхануллӑ самантсене куракансен чӗрисем патне илсе ҫитерсе ҫутӑ шанӑҫ ҫуратрӗ, сӑвӑ авторне илемлӗ те кӑсӑклӑ сӑвӑ йӗркисемшӗн чӗререн тав турӗ, пултарулӑх ҫӑл куҫӗнче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ, икӗслми телей сунчӗ.

Помоги переводом

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Унччен сана ачасемпе ӑнӑҫлӑн ӗҫлеме ырӑ сунчӗ.

Помоги переводом

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл Тинӑна сывлӑх сунчӗ те тусне васкатма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Картишӗнче калаҫса тӑриччен, хӑнана какай ҫиме чӗнесчӗ! — ӳпкелешнӗн кӑшкӑрчӗ вӑл упӑшкине, унтан тин хӑнана ырӑ сунчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳртне кӗрсенех вӑл кинне сывлӑх сунчӗ, Иванӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ: хыпар-мӗн ҫук-и, тӗлӗк тавраш курман-и унта.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне ӑнсартран малти чӳречерен пӑхрӗ те, Ҫтаппан васкаса иртнине астусан, вӑл хупаха кайрӗ пек сунчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Волга» тормоз колодкисене ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрттарса йывӑррӑн чарӑнчӗ те, малтан панӑ укҫа ҫитнине пӗлтерсе, тата малалла та кӗтмелле-и тесе ыйтса таксист мана тинех ӑнӑҫу сунчӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Чи ҫывӑх та хаклӑ ҫынсене сывлӑх та чӑтӑмлӑх сунчӗ, хӑй те аванах пурӑннине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ванифатий Ванифатьевич, ҫапла чӗнетчӗҫ пулмалла, ҫулне кура мар ҫиҫекен ҫутӑ куҫӗсемпе, Иринӑна хак панӑн сӑнанӑ хыҫҫӑн пукан ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ те ӑна сывлӑх сунчӗ, хӑй ятне каларӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кил хуҫи хӑна патне танлӑн утса пычӗ те ӑна алӑ парсах сывлӑх сунчӗ, ура ҫинче тӑраканскерне кил картинелле тухакан кантӑк патӗнчи ҫемҫе пукан ҫине ларма сӗнчӗ, хӑйпе паллаштарчӗ:

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унтан Архипов килсе ҫитрӗ, алӑк патӗнче кӑштах чарӑнса тӑрса, ытахальтен тенӗ пек, Иринӑна сывлӑх сунчӗ, малти ретри сак ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Колхоз председателӗ те, ун кабинетне кӗрсен, ури ҫине тӑрсах, атте ятне асӑнсах, алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, ҫемҫе диван ҫине ларма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней