Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сунчӗ (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем патне ҫитсен чарӑннӑ Кирилл сывлӑх сунчӗ те ҫӗрте выртакана тинкерсех пӑхрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн мирлӗ ӗҫре тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ветерансене саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей сунчӗ.

Помоги переводом

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӑл, гайка пӑрмалли уҫҫине хӑйӗн йӑтса ҫӳремелли пӗчӗк ешӗкне пӑрахса, аллине ҫӗтӗк татӑкӗпе шӑлкаларӗ, такама сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫапларах вӗрентсе, ӑнӑҫлӑ ҫул сунчӗ мана пуҫлӑх.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Тракторисчӗ кабина алӑкне кӑшт уҫрӗ те сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Хӑйӗн сӑмахӗсенче ҫӗнӗ мӑшӑра та телей сунчӗ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ал парса сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу ҫитсе чарӑнчӗ те вараланчӑк шӑлаварӗ ҫине пӑхса илчӗ, Серебряковпа хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫына ал парса сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Брянцев, кӑмӑллӑн кулкаласа, пурне те сывлӑх сунчӗ, кафе алӑкӗнчен шалалла пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк ҫын пурне те ҫепӗҫҫӗн сывлӑх сунчӗ, пӗринпе те тепринпе калаҫкаласа, тӗпеле иртрӗ те, куҫ хупса иличчен тенӗ пек, карлӑк леш енне, диспетчерсем патне, кӗрсе те тӑчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑшӗнче тем шутласан та, пире вӑл ӗҫ вӗҫленнӗ ятпа саламларӗ, ҫӗнӗ ӳсӗмсем сунчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта вӑл, телефон трубкине илме тӑнӑскер, мана асӑрхаса сывлӑх сунчӗ, ал пачӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурте хӑйсен ӗҫне юратса, тӑрӑшса пурнӑҫлани сисӗнет тесе малашне те курӑмлӑ ӗҫлеме сунчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ цех уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=A8tXiI5NxLc

— Вӑрантӑн-и, чиперех ҫывӑртӑн-и? — хула ҫыннине кӑмӑллӑн сывлӑх сунчӗ Сулагаев.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене Таранов тараватлӑн ырӑ каҫ сунчӗ, лӑпкӑнах калаҫӑва хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн колхоз чапӗ вӑл! — председатель Таранова алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, унпа литература пирки те пӑртак сӑмахласа илчӗ, анчах хайхискер часах кил хуҫи еннелле ҫаврӑнчӗ:

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Форума хутшӑнакансене саламланӑ май педагогсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Пухӑннисен умӗнче салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫнӑ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑракан округра пурӑнакан ӗҫ ҫыннине куҫ тӗлне тӑвасси малашне те малти вырӑнта пулма кирлине палӑртса каланипе пӗрлех пурне те Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Калинкке умӗнче кукаҫи мӑнукӗсене ыталарӗ, кун лайӑх ирттӗр тесе сунчӗ.

У калитки дедушка обнял внуков и пожелал им хорошего дня.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Кукаҫи пиллӗксем сунчӗ.

Дед же пожелал пятерок.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней