Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш хутра пурӑнакан командировкӑрисем те Тоня ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулас: ирсерен Сашӑна ӑшшӑн сывлӑх сунаҫҫӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Сывлӑх сунаҫҫӗ, паллашаҫҫӗ, Агриппина ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.Здоровались, знакомились, одобрительно оглядывали Агриппину.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ вара, Тереза эпӗ юратакан ҫынсене хирӗҫ курайманлӑх ҫӗкленине кура, — студентсем вӗсем халӑха юратаҫҫӗ, ӑна ырӑ сунаҫҫӗ, терӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хапсӑнма юратакан аппӑшӗсем те каччӑпа хӗре сывлӑх сунаҫҫӗ, унтан шанчӑклӑ тарҫӑсем, аслӑ боярсем, чапа тухнӑ ҫар ҫыннисем те икӗ ҫамрӑка ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле ырӑ курса пурӑнма сӗнеҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Эпӗ ялсемпе саласене ҫитсе кӗрсенех каллех вӗтӗр-шакӑр ачасем, вӑрҫӑчченхи пекех, урам тулли чупса тухса: «Асатте ҫитрӗ! Асатте ҫитрӗ!» тесе, пӗтӗм урама янратаҫҫӗ, паллакан юлташсемпе туссем-тантӑшсем манӑн алла чамӑрта-чӑмӑрта салам сунаҫҫӗ.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсем хӑйсене те юраттарасшӑн, хӑйсене хӑйсем улталаса та пулин хӑйсене юратнине хапӑл тусах ӗненеҫҫӗ, хӑйсене юратаҫҫӗ пулсан вара — вӗсем телейлӗ; хӑйсене юратмаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем савакан чуна пурпӗр юратаҫҫӗ, савакан чуна телей сунаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ӑс-хакӑлпа та, пурлӑхпа та, — хӑйсем усӑ курма пултаракан мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк майсемпе, — ӑна телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшпӗрисем мана сывлӑх та сунаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Туйпа унӑн юлташӗсем, кулкаласа, ӑна сывлӑх сунаҫҫӗ.
Ҫырма хӗрринче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Сире иксӗре пӗрле телейлӗ ӗҫлеме ырӑ сунаҫҫӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Сана пысӑк ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа, халиччен пӗр ҫын та анса курман тарӑн ҫӗрте нефть тупнӑ ятпа саламласа сывлӑх сунаҫҫӗ…
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шухӑша кайса ҫӳрекен Сморчковпа кӑшт вӑрттӑн кулма юратакан Махов, рейса тухса каяс умӗн тӗл пулсан, ринг ҫинчи боксерсем пекех, пӗр-пӗрне алӑ парса сывлӑх сунаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Амӑшне хулара нумайӑшӗ паллаҫҫӗ, кӑмӑллӑн сывлӑх сунаҫҫӗ — Саша ҫакна тӑтӑшах курса тӑчӗ.Саша видел — мать многие знают в городе, приветливо раскланиваются с ней.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗр ҫуртра пурӑнакан ҫынсем, пӗр-пӗрне ытлах палламаҫҫӗ пулсан та, сывлӑх сунаҫҫӗ, ҫакӑн пек тума ачисене те хӑнӑхтараҫҫӗ.
Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗве ҫитнӗ ятпа саламланӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑксене ӗҫре тата вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тума сывлӑх сунаҫҫӗ.Во время торжественного акта после поздравлений молодежи желают удачи в работе и занятиях.
Пӗве ҫитни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӗтел хушшинче ларакансем те тӑраҫҫӗ, черккисене ҫав ҫын еннелле тӑсса, ӑна сывлӑх сунаҫҫӗ.Все сидящие за столом тоже встают и, подымая бокалы в сторону приветствуемого, желают ему здоровья.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Малалла каякан ҫынсене ырӑ ҫул сунаҫҫӗ.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Магазина кӗрсен сывлӑх сунаҫҫӗ, тухнӑ чухне сывпуллашаҫҫӗ.
Магазина кӗрсен… // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Икӗ мӑшӑр тӗл пулсан (сӑмахран, икӗ ҫемье) малтан хӗрарӑм — хӗрарӑма, арҫын — арҫынна саламлаҫҫӗ, кайран хӗрарӑмсем арҫынсене, арҫынсем хӗрарӑмсене сывлӑх сунаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Инҫете илсе ҫӳрекен автобуссен, таксисен шоферӗсене сывлӑх сунаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Поезд ҫинче купене е мӗнле те пулин учрежденин приемнӑйне кӗнӗ чухне унти ҫынсене сывлӑх сунаҫҫӗ, тухнӑ чухне сывпуллашаҫҫӗ.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.