Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗм баррикада хыҫӗнчен сасартӑк ҫиҫӗм ялтӑртатса илчӗ: аҫа ҫапни кӗмсӗртетсе кайрӗ те, тупӑ етри шӑпах Говэн пуҫӗнчен ҫӳлерех пӳрт стенине шӑтарса тухрӗ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӑйне тӑрӑнасран вӑл пӑрӑнса ӗлкӗрет, туппи вара кашнинчех корвет стенине пыра-пыра тӑрӑнать, ҫӗмӗрет те ҫӗмӗрет.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Такам вагон стенине мӑлатукпа ҫапса илчӗ.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫурт стенине ҫил кӑштӑртаттарса илчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Вӗсен стенине пӑсасран хӑратӑп, — терӗ анне.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Шурӑ тусан йӑсӑрлантарса, каменщиксем ҫуртӑн аялти хучӗн стенине ҫӗмӗретчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫӗрпӳрт стенине чавса тунӑ шӑтӑкра чӗпкуҫ ҫунать, вӑл партизансене сарӑ ҫутӑпа ҫутатать.В земляной нише чадила коптилка, бросая желтоватый свет на лица спящих партизан.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл икӗ платник тытрӗ, лешсем вара васкасах унӑн пӗчӗк пӳртне юсама тытӑнчӗҫ: пӳрт тӑрринчи ҫурри ҫӗрнӗ такансене улӑштарчӗҫ, пӳртӗн чалӑшса кайнӑ хӑрах стенине сӳтсе майларӗҫ, алӑк суллисене, чӳрече хашакӗсемпе алӑксене ҫӗнӗрен вартаса турӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пуля умри сарайӑн тӑм сӗрсе шуратнӑ стенине чӑклатса тӑрӑнчӗ, ҫӗр ҫине чул тӗпренчӗкӗсем чӑлт-чалт сирпӗнсе тӑкӑнчӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кроватьпе юнашар эмелсемпе, кӗнекесемпе, хаҫатсемпе, ҫырусемпе тултарнӑ ҫаврака сӗтел ларать, ун хыҫӗнче авса тунӑ этажеркӑ курӑнать; ҫыру сӗтелӗ ҫинче кукурузӑ пуҫӗсем, темӗнле курӑк ҫыххисем выртаҫҫӗ: пӗр стенине пӗтӗмпех кӗнеке ҫӳлӗкӗ йышӑннӑ, ун карнисне вӗҫен кайӑксемпе мамӑк тирлӗ тискер кайӑксен кӗлеткисем сырса илнӗ; кровать тӗлӗнчи пӗчӗк кавир ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал чалӑшшӑн ҫакӑнса тӑрать: тепӗр стена ҫинче — килте тунӑ кӑнттамрах хашакаллӑ, тусан витнӗ картинӑ, ӑна ҫамрӑк чухне Бахолдин хӑй ӳкернӗ пулмалла: уҫнӑ чӳрече умӗнче, хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ ешӗл картиш ҫине пӑхса, хӗр ларать.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтан ҫатан ҫине ӳкрӗ вӑл ҫутӑ, вара пахчаналла сиксе ӳкрӗ, унта йывӑҫ тӑррисене ылтӑн сӑрпа сӑрларӗ те пӳртӗн шурӑ стенине ҫутатрӗ, Тимофей Ильичпа Ниловнӑна пӗр вӑхӑт сӗм суккӑрах туса хӑварчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Урам енчи стенине аршӑн пысӑкӑш саспаллисемпе сӑрланӑ-илемлетнӗ сӑмахсем Сергей Тутариновшӑн сасӑлама чӗннӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей Ылтӑн Ҫӑлтӑрӗ ҫине пӑхрӗ те, ҫавӑнтах ун умне аслӑ Хӗрлӗ площадь тухса тӑчӗ, унта пӗтӗмпех чечек сарса хунӑ, Кремль стенине те чечек ҫыххисемпе илемлетнӗ, Ленин мавзолейне те йӑлт чечекленӗ, Сергей халиччен курман ҫӳллӗ ҫуртсем те чечек ӑшне пулнӑ…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сарайӑн хӗвелтухӑҫ енчи стенине перӗнсех икӗ танк тӑраҫҫӗ: «КВ» тата «Т-34».У восточной стены сарая, прижавшись к ней почти вплотную, стояли два танка: «КВ» и «Т-34».
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ку коридора ӗлӗк хупланӑ пулнӑ, анчах стенине кунта пурӑнакансем хуралтӑсем тума кирлӗ, чулсене кӑларса, йӑтӑнтарса антарнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах пӑшӑлтатни усӑсӑр пулчӗ: пӗр ҫекунд та иртмерӗ, халӗ ҫеҫ вӗсем хӑварнӑ пусӑ тӗпнелле, пусӑ аяккинчи картлашкасене тӗкӗне-тӗкӗне, темскер тӑнкӑлтатса анчӗ те, хӑлхана ҫурса яракан взрыв ачасем пытаннӑ галерея стенине ялт! ҫутатса илчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӗр ҫумне выртма, чултан тунӑ баррикадӑна гранатӑсемпе ҫӗмӗрме, унтан мина хурса пӗтӗм стенине сирпӗнтерме тивнӗ.Пришлось залечь, разрушить каменную баррикаду гранатами, затем подвести мины и взорвать стенку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗр вӗҫӗ ҫӗре анса кайнӑ, тепӗр вӗҫӗ кӳршӗри ҫуртӑн ҫур стенине хӑйпӑтса кӑларнӑ.Одним концом он врылся в землю, другим выворотил полстены у соседнего здания.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кандов урам урлӑшне темиҫе хут та хутларӗ, пӗрре мӗлке енне, тепре Лиловӑца карчӑкӑн ҫурт стенине пӑхкаласах тӑчӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лу Синь — Китай литературине темиҫе пин ҫул хушши халӑхран уйӑрса тӑнӑ «Китай стенине» чи малтан ҫӗмӗрме тытӑннӑ писатель.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.