Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсир мӗнле поэт ҫырнине аса илтӗр? — ыйтрӑм старикрен.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Унӑн ҫак кӑмӑллӑ старикрен Оля ҫинчен ыйтса пӗлме вӑхӑт пулнӑ-ха.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Мӗскер анчах? — старикрен ыйтрӗҫ темиҫен пӗр харӑс.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Мӗн тумалла кунпала? — ыйтать карчӑк старикрен.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
— Кала-ха, — ыйтрӗ вӑл старикрен ӑна хӗрхеннӗ пек, — ӑҫта-ха санӑн пӑхӑртан касса тунӑ вундеркинд, ҫав тери тӗреклӗ те илемлӗ ача сӑнӗ?..
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Сысналла этем! — мӑкӑртатрӗ вӑл, старикрен йӗрӗнсе тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларнӑ май.— Свинство! — бормотал он, брезгливо отворачиваясь от старика.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Бригадирпа калаҫ, правление пыр, — терӗ Антонов, ҫыпҫанкӑ пек ҫыпӑҫан старикрен хӑпма тӑрӑшса, васкарах утса.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗр ҫамрӑкӗ старикрен ыйтмасӑр та чӑтаймарӗ:
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Старикрен уйрӑлсан хан Крым ҫыннисем хушшинче Кучака шыраса тупрӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унӑн пӑятамӗ тухса каймарӗ-ха, анчах Нухрат старикрен нимӗн чухлӗ те хӑрамарӗ ӗнтӗ.
3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Те хӑйӗн яла юлнӑ савнине аса илнипе, те чӗри усал ӗҫ пуласса сиснипе Ухтиван йывӑррӑн сывларӗ те старикрен ыйтрӗ:
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хушаҫҫӗ Петерӗ старикрен «хут» ыйтрӗ, лешӗ хулари ҫӳп-ҫап купинче тупнӑ кивӗ кӗнеке листине кӑларса парсан пайтахчен ӑна кутӑн-пуҫӑн ҫавӑркаласа, вуланӑ пек тутине сиктеркелесе ларчӗ («иртен-ҫӳренсене терӗслеме хушаҫҫӗ.
Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тепӗр старикрен те ӑста чухлатӑп.
«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӑкӑрлӑкран кӗрсе колхоз картишӗ патне тухсан, вӑл ҫывӑхри пӗр старикрен тӳрех Карачӑмсен килӗ ӑҫтине ыйтрӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Мӗнле, Охримкка мучи, сан ҫармӑсусам мӗнле шотлаҫҫӗ? — ыйтрӗ Эхмемет малта тӑракан чи ватӑ старикрен.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун-кун калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн тула тухса кӗрес сӑлтавпа старикрен уйрӑлать те таҫта ҫухалать Юрьев.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӗскӗн старикрен уйрӑлсан Нухрат лаша пасарне тӑршшӗпе утса тухрӗ, хӑйне килӗшнӗ утсем умӗнче чарӑна-чарӑна тӑрса хакӗсене ыйтрӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Операци ӗнер ҫеҫ пулнӑ-ҫке? — хӗстерсе ыйтрӗ Эльгеев старикрен.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пыр та пӑх: утмӑл ҫулхи старикрен пӗр вӑтӑр ҫулхи каччӑ пек пулса кайрӗ тутар.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Эй, шуйттан кипекки, правар, правар пул!» — тенине илтейресчӗ халӗ ҫав старикрен, епле савӑннӑ пулӗччӗ-ши Марине кинемейӗн чӗрийӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.