Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сисӗнет (тĕпĕ: сисӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек чухне чун хӑпартланать вара, — хӑйӗн ӗҫ стажне ҫураки, вырма шучӗпе виҫме хӑнӑхнӑ Геннадий Романов уйсене пӑхса ҫаврӑннӑ май кӑмӑллӑ пулни ҫак сӑмахсенченех сисӗнет.

Помоги переводом

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫакӑ питӗ сисӗнет.

Это очень заметно.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫамрӑк артистсем ӑна пӗтӗм хастарлӑхпа чуна парса вылянӑ пулӗччӗҫ – чӑвашкиновне пуҫаракансенче вӑй-хал тапса тӑни вӗсен тӑхӑр теҫетке иртнӗ хыҫҫӑнхи ӗҫӗсенче те лайӑх сисӗнет.

Помоги переводом

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Хитре кирпӗчрен пӳрт хӑпартакансем те пур-ха хальхи вӑхӑтра, ҫапах та ҫынсенчен хӑшӗсем натуральнӑй текен материала кӑмӑллани сисӗнет.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Пӗчӗк хуранӑн тӗшши тутлӑ тени кунта тӳрре тухни сисӗнет.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӗсен ҫийӗ сарӑхать, дыня шӑрши аван сисӗнет.

У них поверхности желтеют, хорошо чувствуется аромат дыни.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Хӑш-пӗр яла ҫитетӗн те, вӗсем артистсемшӗн, юрӑҫсемшӗн тунсӑхлани сисӗнет.

Помоги переводом

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсем дартс вӑййине килӗштерни сисӗнет.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

2015 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх чылай организацире ӗҫ номенклатурисем, делопроизводство инструкцийӗсем, архив ҫинчен калакан положенисем кивелни сисӗнет.

По сведениям 2015 года во многих организациях устарели рабочие номенклатуры, инструкции по делопроизводству, положения об архивах.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Темле тӗнче пулса кайрӗ, пур ҫӗрте те ҫавнашкал, хамӑр чӑваш писателӗсен хушшинче те сисӗнет ҫакӑ, пӗри теприн пултарулӑхӗшӗн савӑнмасть, мухтас вырӑнне вӗчӗрхенет.

Помоги переводом

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Вӑл каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пӗтӗмӗшле ӗҫсӗрлӗхӗн пысӑках мар ӳсӗмӗ палӑрни сисӗнет.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хальхи вӑхӑтра вут пуҫҫи чирӗ вӑй илни сисӗнет.

Помоги переводом

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней