Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сикме (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пула шут шӑрҫисем те тӗлсӗр сикме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Хамӑртан ҫӳле сикме ҫук-ҫке.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку вӑйӑсенче пӗрлешме, команда тума, вӗсенче ӗҫлеме, сикме, чупма, ӑмӑртма, савӑнма вӗренеҫҫӗ.

В этих играх учатся общению, умению создавать команды и работать в них, прыгать, бегать, соревноваться, веселиться.

Картиш вӑййисем — вӗрентӳ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nt-3390331

Мӗн тума ҫӗрле сапурсем урлӑ сикме хӑтланса ҫӳретӗн? — тесе ыйтатпӑр.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кушак ҫапла ҫӳлтен сикме хатӗрленсе тӑнипех йывӑҫ вуллинчен ҫакӑнса тӑрса юлчӗ…

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чутах шар курса тӑраттӑм паян, — чӗтренчӗк сасӑпа каларӗ Маюк, халӗ те чӗри сикме чарӑнманнипе.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Эпӗ телевизор патне пытӑм, ӑна лайӑхрах ӗҫлеттерем тесе, регуляторсене унтан-кунтан пӑркаларӑм, анчах мӗлке ҫав-ҫавах сикме пӑрахмарӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хавхаланасса хавхаланатпӑр ҫав та, анчах епле калаҫҫӗ-ха… хӑвӑнтан ҫӳлерех сикме ҫук-ҫке.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑвайт чӗртрӗҫ, ун урлӑ сикме.

Развели костер, чтобы через него прыгать.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Эрех тесен ҫичӗ пӗлӗтрен сикме хатӗр, — хӗрхенерех асӑрхаттарчӗ ҫамрӑк хӗрарӑма Таранов.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Упӑшку лайӑх ҫынччӗ, анчах эрех черккишӗн ҫичӗ пӗлӗт ҫӳллӗшӗнчен сикме хатӗрччӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тарасӑн чӗри кӑртлатсах сикме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ун чухне чӑваш йӗкӗчӗсем Аванкай хыҫҫӑн вута кӗме те, шыва сикме те хатӗрччӗ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та кашни чӑваш ҫынни унпа вута кӗме те, шыва сикме те хатӗр пулнӑ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗри, хыҫалта ларса пыраканни, мотоцикл ӳпӗниччен сикме ӗлкӗрет, тепри вара мотоцикл айне пулать.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Пулӑсем, капкӑна ҫакланнине туйса, сикме тытӑнчӗҫ, анчах Кирук ӑскӑч анине пуҫри карттуспа хуплама ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Чиркӳ тӑрринчен сикме хӑрушӑрах пуль, Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫме пит инҫе, ҫӑлтӑрне те юмахра ҫеҫ антараҫҫӗ.

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

— Манӑн саркайӑкӑм теме ирӑк парсам, тархасшӑн, — терӗ вӑл мана, куҫран шӑтарасла пӑхса, — саншӑн эп чиркӳ тӑрринчен сикме хатӗр, санпа пӗрле Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫӗттӗм, сана валли ҫӳл тӳперен ҫӑлтӑр татса антарӑттӑм…

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней