Поиск
Шырав ĕçĕ:
Савнийӗн «тутлӑ мунча сывлӑшӗ» питне-куҫне ҫапӑнса кӑтӑклакаласан, каччӑн чун-чӗри лӑпкӑн, ыррӑн-тутлӑн пӑлханса, сӑрӑлтатса, ӑсӗ-пуҫӗ сенкеррӗн тӗтреленсе минтевленни те пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗксӗмрех симӗс кавир ҫырмасемпе тӗмескесем тӑрӑх горизонт патне ҫитиех тӑсӑлать, унта вара, сенкеррӗн курӑнакан рудник хыҫӗнче, пӗлӗтпе пӗрлешет.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Йӗри-тавра кӑвак тинӗс выртнӑ сарӑлса, тӳпе сенкеррӗн йӑлтӑртатнӑ куҫа йӑмӑхтарса.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӳпе те сенкеррӗн курӑнать…
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Уйӑх ҫутатнипе сенкеррӗн курӑнакан йывӑҫ пӑта ҫинче лаша таканӗсен ҫыххи ҫакӑнса тӑрать.Вязка подков висела на костыле, вбитом в облупленную стену, голубую от лунного света.
I сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ав лешӗ… ҫап-ҫутти, сенкеррӗн йӑлкӑшаканни…
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Маччаран ҫакӑнса тӑракан лампочкӑна сӳнтернӗ, апла пулсан та Гек таврашӗнчи япаласем: ҫитти витнӗ пӗчӗк сӗтел ҫинчи чӗтресе ларакан стакан та, халь симӗсрех тӗслӗ курӑнакан сарӑ апельсин та, ҫывӑракан амӑшӗн пичӗ те сенкеррӗн ҫуталса тӑраҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Тен, ку йӑлтах пуш сӑмах кӑна, — ҫапах ман пуҫа тепӗр чух тӗлӗнмелле шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, раснах ыйӑх килмен вӑхӑтра, тул ҫутӑлас умӗн, тӳпе кӗреннӗн те сенкеррӗн курӑннӑ чух.
XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Юлашки хут Катьӑпа курнӑҫнӑранпа унӑн чӗри темӗн пӑшӑрхана пуҫларӗ; хӗрӗн пичӗ-куҫӗ шурса кайнӑччӗ, куҫӗсем те сенкеррӗн мар, темле кӑваккӑн йӑлтӑртататчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Уҫланкӑри ҫӑра сывлӑм пӗрчисемпе шӑрҫаланнӑ курӑк сывлӑма пула сенкеррӗн курӑнса ларать, ирхи ҫурма тӗттӗм сирӗлсе ҫитмен тӑвайкки хӗрринче вара вӑл темле тӗксӗмрех кӑваккӑн йӑлтӑртатать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья унӑн уйӑх сенкеррӗн ҫутатакан тӑртаннӑ питне, карчӑксем ҫыхакан хура шаль тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ шурӑ ҫӳҫ пайӑркисене лайӑхах курчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн куҫӗсем хӗррисенчен чӗрпӗкленнӗ кӑвак чӗнтӗрлӗ решеткесем, стена ҫывӑхӗнче сенкеррӗн хурталанса пасарнӑ ҫӳхе мамӑк пек юр сийӗ тӑрӑх шурӗҫ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ирхи янкӑр тӳпе кантӑк витӗр те вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑн та ҫутӑ сенкеррӗн йӑлтӑртатса курӑнать.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сенкеррӗн асаматланса йӑлтӑртатать ирхи ҫутӑ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишсенчи лапсӑркка йывӑҫсем каллех саркаланса савӑк ешереҫҫӗ; пӗлӗт часах сирӗлсе ҫитрӗ, тӳпе сенкеррӗн ҫуталса кайрӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кил, ларар пӗрех хутчен ҫакӑнта, — терӗ те вӑл, уйӑх ҫуттинче сенкеррӗн курӑнакан канав хӗррин тӗмески ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.Давай лучше сядем, посидим, — и указала на голубой при лунном свете гребень канавы.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ытти япаласем пекех иртнӗ ӗмӗрте ҫыхса тунӑ чехол айӗнче чей пиҫсе ларчӗ, сӗтел варринче сенкеррӗн йӑлтӑртатакан бутылкӑпа икӗ черкке тӑчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сулхӑнри юр сенкеррӗн те мар, кӑваккӑн курӑнса выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1