Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

священник сăмах пирĕн базăра пур.
священник (тĕпĕ: священник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полк командирӗ каланӑ тӑрӑх, офицерсем малтан священник сӑмахӗсене тӑрӑхласа итленӗ, анчах кайран малти линири чӗрчунсен ӗҫӗ, чи малтан боецсем патне пӗр сас-чӗвсӗр турттарса пырас ӗҫре усӑллӑ пулма пултарнине ӑнланса илнӗ.

По словам комполка, офицеры сначала с юмором отнеслись к словам священника, но потом поняли, что работа животных на передовой может стать эффективной при выполнении тех или иных задач, прежде всего в бесшумной доставке груза к бойцам.

Пушкӑртран СВО зонине илсе килнӗ лашасем ҫар задачисене пурнӑҫлама тытӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3399693

Чиркӳ ҫуртне шкула панӑ хыҫҫӑн священник ӳтне чиркӳ ҫумне куҫарнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ун вырӑнне килнӗ ҫамрӑк священник Рекеев ҫинчен суя сӑмахсем сарса ял халӑхне ватӑ ҫынна хирӗҫ тӑратнӑ, ҫавна май Алексей аттен ялтан тухса кайма тивнӗ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра прихутран 8 священник, 5 диакон, 3 псаломщик , 18 вӗрентекен тухнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Левашов — нумай вӗреннӗ, чее ӑслӑ священник — таврари ытти пупсем хушшинче пысӑк авторитет шутланать, унӑн вӑйӑмӗ самаях ҫирӗп.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ паянтан священник мар, Якку атте мар.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ку ҫаран ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн пулнӑ, эпир ӑна никама та памастпӑр! — священник умне хӑюллӑн тухса тӑчӗ Якӑпта.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара харкашӑва священник хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене курман пек пулса ҫав-ҫавах утӑ ҫулакан халӑх ку ҫынсем хушшинче пуҫне тем ҫӳллӗш хура калпак тӑхӑннӑ священник пуррине те асӑрхарӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Священник килсе кайрӗ яла.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Священник патшана митрополит ҫырӑвне тыттарчӗ, ӑна митрополит ячӗпе ыталаса илчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Митрополит атте, — кӗрлерӗ хулӑн сассипе священник, — похода хутшӑнакан мӗн пур ратнӑй ҫынсене турӑ ячӗпе кӗрешӗве кӗме пиллет.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич священник патне пырса вӑл пилленине итлеме хатӗрленсе тӑчӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнне лартса: — Селиверст атте, кала, вырӑс чиркӗвӗн пуҫлӑхӗнчен, хамӑрӑн митпополитран пире валли мӗнле сӑмах илсе килтӗн? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс чиркӗвӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе, митрополит ячӗпе, — кӑшт сассине хӑпартса пӗлтерчӗ аслӑ князь, — похода пирӗн духовнӑй атте Селиверст священник пырать.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах тата патшан духовнӑй ашшӗ Сильвестр священник пырса тӗршӗнчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ Шурча ялӗнчен, Архангельский священник патӗнчи тарҫӑ.

Подойдя к улбуту, уже более спокойно начал: — Я из села Акрамово, работаю у священника Архангельского.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Архангельский священник ӗҫӗпе ҫӳреп тесен сана такам та пӗр пус укҫасӑр хӑналаса ярать.

Назовешься, мол, я от священника Архангельского — тебя всяк напоит-накормит без копейки.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Священник патӗнче пурӑннӑран вӑл.

он жил в доме священника,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн кирлӗ священник пулас тесен?

и сделал бы все, чтобы стать священником,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам та пулин ӑна: «Санран пур пӗрех йӗркеллӗ священник пулас ҫук — ытла нишлӗ эс; ҫитменне — ухсах. Чиркӳ ҫынни кӗрнеклӗ пулмалла. Пӗртен-пӗр ҫул сан — малалла вӗренесси», — тенӗ пулсан Сбоев ҫине тӑрсах, юриех приход илме тӑрӑшӗччӗ.

Если бы, к примеру, кто-то сказал Сбоеву, мол, зря тщишься, все равно из тебя не выйдет путного священника — уж больно ты худосочный да вдобавок хромой, а церковному служителю надобно быть человеком крепким, так что тебе одно остается учиться дальше, он бы непременно постарался всеми правдами и неправдами получить приход

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней