Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чух эпӗ ун ҫине пӑхса ним сассӑр пушӑ вырӑналла, тӗпсӗр шӑтӑкалла, тӗттӗм ҫӗрелле анса кайнӑ пек пулатӑп.Иногда я, глядя на него, как бы проваливаюсь в немую пустоту, в бездонную яму и сумрак.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӳречерен тул енче ним сассӑр каҫ; сайра-хутра сивӗ шартлатса илет, ҫынсем сӗтел патӗнче лараҫҫӗ, шӑн пулӑсем пек, ним те чӗнмеҫҫӗ.Мёртвая ночь за окном; изредка потрескивает мороз, люди сидят у стола и молчат, как мороженые рыбы.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ах тытасчӗ! тесе эпӗ сӗмсӗрленсе шухӑшласа пурӑннӑ, малалла мӗн пулассине систерекен шур кайӑкӗ ним сассӑр вӗҫсе иртсе карӗ.Бесшумно пролетела вещая птица щур, предмет жадных мечтаний моих, — вот бы поймать!
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗри-тавра пурте чухӑн, пурте суранланса пӗтнӗ ҫӗр ҫумне ним сассӑр лӑпчӑнса ларатчӗҫ.Всё вокруг бедно, всё безмолвно прижималось к израненной земле.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл шӑппӑн пурӑнатчӗ, ним сассӑр утса ҫӳретчӗ, хуллентерех сасӑпа калаҫатчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хӑратӑп, — терӗ вӑл, ним сассӑр макӑрса ярса.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр чухне тата, чушкӑлла вылянӑ чух йӑлтах намӑс курса чуркӑна выляса ярсан, Кострома бакалей лавки патӗнчи сӗлӗ ларӗ хыҫне пытанчӗ, унта кукленсе ларчӗ те, ним сассӑр макӑрса ячӗ, — ҫавӑнтан хӑрамалла пекех пулчӗ: вӑл шӑлӗсене хытӑ ҫыртса лартнӑччӗ, пит ҫӑмартинчи шӑммисем тухса кайнӑччӗ, шӑмӑллӑ пичӗ чулланса хытса кайнӑ пек туйӑнатчӗ, хура, салху куҫӗсенчен шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анатчӗҫ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл кушак пек мӑшлатса илчӗ те, кушак пекех, пӗр сассӑр тухса карӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кухарка пирӗн куҫ умӗнчех вилсе карӗ: сӑмавар ҫӗклемешкӗн пӗкӗрӗлчӗ те, сасартӑк, ӑна такам какӑртан чышнӑ пек, урай ҫинелле ларчӗ, унтан аллисене малалла тӑсса, пӗр сассӑр хӑяккӑн кайса ӳкрӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса анчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл тӑп чарӑнса тӑчӗ те хӑравҫӑ тискер кайӑк епле хӑвӑрттӑн, ҫӑмӑллӑн, пӗр сассӑр чупни ҫине куҫне чарса пӑхрӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем калинккерен кӗнӗ-кӗменех Петр Петрович тӗттӗм крыльцаран пӗр сассӑр утса тухрӗ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чугун ҫулсене ватма взврывчаткӑсем, танксене пемелли тупӑсем, сассӑр перекен пистолетсем, темле, юр пек шурӑ канада ҫӑнӑхӗ, тумтир, кӗпесем, татах тем-тем илтӗмӗр эпир!
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вут купи хыҫӗнчен пӗр сассӑр сиксе тухса, Смолярчук команда пачӗ:
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫӑмӑл кимӗ тӗтре ӑшӗнчен пӗр сассӑр шуса тухрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн кӗсйинчен сассӑр та хӑвӑрт перекен пистолет, икӗ граната, ҫӗр тенкӗлӗх укҫасен пачкине, Карпатри тӗп чугун ҫул магистралӗн схемине тупрӗҫ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл вӑрахчен кукамай пӳлӗмӗнчен тухмасӑр тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра эпир пурте диванлӑ пӳлӗмре пӗр сассӑр лартӑмӑр е кам малтан кӗресси ҫинчен пӑшӑлтаткаласа илтӗмӗр.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл нихҫан та сассӑр кулмасть, е питӗ шухӑшлӑн пӑхать, е янӑравлӑ, уҫӑмлӑ, илӗртӳллӗ сасӑпа каҫса кайса кулать.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пӗр сассӑр…
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Чочой, ырханкка чӑмӑрӗсене кӑкри ҫумне пӑчӑртаса, сассӑр кӑшкӑрнӑ пек сӑн-питпе хускалмасӑр тӑчӗ, унтан тутисем чӗтренсе илчӗҫ те, ҫав тери хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ; кун пек вӑл ашшӗ вилнӗренпе те макӑрманччӗ.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Королев, тӳсеймесӗр, каллех сассӑр кулса илет, вара пурте пӗр харӑсах, темле чӑрмава сирсе янӑ пек пулса, кулса яраҫҫӗ.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.