Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Куратӑн-и, кунта вӑл матовӑй, ӑна шуҫлак ан пултӑр тесе ҫапла тунӑ, — кунта ачасем выляҫҫӗ, вӗсемпе пӗрлех ҫитӗннӗ ҫынсем те; ав ҫавӑнти зал урайне те кавир сарман акӑ, — унта ташлаҫҫӗ».
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ вӗсем нимӗн те сарман сарлака урампа пыраҫҫӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницы:
- 1
- 2