Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантранах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл куҫасшӑн, акӑ ҫил кӑштах пулӑшрӗ те — ҫак кӑтрашка йывӑҫран перӗнсе иртрӗ, самантранах мачтӑна ҫавӑрса ытамларӗ — хӗлӗх пек чӗтрет.

Он делал усилие, слегка поддал ветер, и, едва коснувшись дерева, завиток мгновенно обвился вокруг мачты, дрожа, как струна.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кухня алӑкӗнчен калпаклӑ пуҫ курӑнчӗ те ҫухалчӗ, темиҫе самантранах йӑрӑ мулат ҫитсе тӑчӗ; манӑн япаласене ҫӗклерӗ те тирпейлӗ-хатӗр каютӑна йӑтса кӗртрӗ.

Из дверей кухни выглянула голова в колпаке, скрылась, и немедленно явился расторопный мулат, который взял мои вещи, поместив их в приготовленную каюту.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Шансах тӑратӑп: вӑл кубрика пуҫ касансемпе тултарса лартнӑ та ӗнтӗ, вӗсене куҫ хӗсмелле ҫеҫ — самантранах легион пухӑнать.

Уверен, что он уже набил кубрик головорезами, которым только мигни, как их явится легион.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Нумай хӗрарӑм каярахпа ачи умӗнче ӑна ҫуралнӑ самантранах юратма пуҫламаннишӗн хӑйне айӑплӑ туять.

Помоги переводом

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Эпӗ те ӑна тимлесе тӗсетӗп, тепӗр самантранах иксӗмӗр те кулса ятӑмӑр.

Я тоже пристально смотрел на него, пока оба не улыбнулись.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Горн аллине кӗсйине чикрӗ, Ланфиерӑн элес-мелес сиккелекен, юнсӑр пичӗ тӗлне самантранах револьвер кӗпҫине тӑсрӗ.

Горн сунул руку в карман и мгновенно протянул к бескровному, мечущемуся лицу Ланфиера дуло револьвера.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫиччӗмӗшӗ хыҫалта тӑрать, сӑннине чӗтрекен аллипе чӑмӑртанӑ, хӑрушлӑхӑн малтанхи палли курӑнсан самантранах тарса ҫухалма хатӗр.

Седьмой стоял сзади, судорожно сжимая руками копье, в позе готовности мгновенно исчезнуть при первом признаке опасности.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫыран хӗрринчен утрава, паллах, сӑнама кансӗр, ҫавӑнпа та Гент сехӗрленӳллӗ ҫухӑрӑва илтсен тӗлӗнмерӗ; ҫухӑру самантранах тамалчӗ, тискерчӗксен кӑвайчӗ тавра вара ҫуйхашу-пӑтрашу пуҫланчӗ.

За островком с берега было, конечно, незаметное наблюдение, поэтому Гент не удивился, услышав испуганный вопль; он коротко прозвучал и стих, и около костра дикарей произошло смятение.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ ҫыртать те — самантранах наркӑмӑшлӑ сив тар тапса тухать; ку — чӑн-чӑн асаплану.

Болезненные укусы всяческих насекомых, вызывая мгновенный ядовитый озноб, были истинной пыткой.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шаплатрӗ; вут-ҫулӑмӑн янкӑр ҫутӑ юпи ҫиҫкӗнчӗ те — тепӗр самантранах сӗмлӗх ӗмӗрхи хӑватлӑхне тавӑрчӗ, анчах Гент вут-ҫулӑм шыраса тупнине шухӑшӗсенче курать ӗнтӗ.

Раздался треск, во тьме сверкнул яркий столб огня, мгновенно вернув мраку его величие, но Гент продолжал мысленно видеть обнаруженное огнем.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Унӑн куҫӗсенче ҫутӑ вылять, вӑл пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ, ҫамкине сӑтӑркалать, акӑ питне пӳрнисемпе хупларӗ те йӗрсе ячӗ, анчах самантранах аллипе сулкалашса кулма пуҫларӗ.

В ее глазах заиграл свет, она встала, потерла лоб, заплакала, пальцами прикрывая лицо, но скоро махнула рукой и стала смеяться.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн ӑмӑрланнӑ питне шухӑшлӑ кулӑ ҫутӑпа касрӗ, тепӗр самантранах Ганувер ӑна ҫамкинчен аялалла ал лаппипе шӑлса ывӑтрӗ.

Хорошая, задумчивая улыбка высекла свет в его расстроенном лице, и он стер ее, проведя от лба вниз ладонью.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав самантрах сулланса илтӗм те — акӑ пӗчӗк диванлӑ читлӗх сылтӑмалла питӗ хӑвӑрттӑн вирхӗнет, коридор самантранах ҫухалчӗ, стена мӗлтлете-мӗлтлете иртет, ман умра ҫулсем-хушӑксем пӗрре уҫӑлаҫҫӗ, тепре хупӑнаҫҫӗ, вӗсен ҫумӗпе чарӑнми ҫаврӑнатӑп; диванран аллӑмсемпе ҫатӑрласа тытнӑ, умри чарак-чӑрмав, уҫӑ хутлӑхсем ҫине тӑмсайла тӗмсӗлетӗп.

Немедленно меня качнуло, клетка с диванчиком поехала вправо так быстро, что мгновенно скрылся коридор и начали мелькать простенки, то запирая меня, то открывая иные проходы, мимо которых я стал кружиться безостановочно, ухватясь за диван руками и тупо смотря перед собой на смену препятствий и перспектив.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӗрарӑмӑн кӗтмен хӑравӗн янравлӑ ыратӑвӗ самантранах Блюма та куҫрӗ, вӑл ыратӑва тӗртсе сирпӗтрӗ, аллине ҫӗклерӗ.

Глухая боль внезапного страха женщины мгновенно передалась ему, он оттолкнул боль и занес руку.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Сывлав улшӑнчӗ, тамалчӗ, анчах самантранах шӑплӑха лӑпкӑ хӑрлатупа тултарчӗ.

Дыхание изменилось, стихло, но через мгновение снова наполнило тишину спокойным ритмом.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Тепӗр самантранах вӑл ури ҫине сиксе тӑчӗ; кӗтмен хӑна умӗнче ҫара уран, аялти кӗпе-йӗмпе.

Через мгновение он, вскочив на ноги, босиком, в нижнем белье, стоял перед посетителем.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Галеран алӑк патне кайрӗ, шухӑшӗнче унта Тиррея йӑтса пырать; ҫапла ҫав — чирлӗскер ыратнипе кӑшкӑрмасан та вӗсене самантранах ярса тытаҫҫӗ.

Галеран пошел к выходу, мысленно подтащил сюда Тиррея и увидел, что, если больной даже не вскрикнет, — все они будут мгновенно пойманы.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант чавсаланса ларса ҫырӑва вуласа тухрӗ, тӗлӗнмелле текста «тӑхӑр ҫул», «Том Адор», «Тахенбак ҫулӗ» систерӳсемпе самантранах ӑнланчӗ.

Давенант оперся на локоть и прочел записку, мгновенно поняв странный текст по ассоциациям «девяти лет», «Том Адора» и «Тахенбакской дороги».

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ван-Конет вара хӗрӗн пуян тупришӗн юратса пӑрахнӑран юла юпать, кӑштах, паллах, тӗлӗнет: хӗрарӑмсем хӑйне кӑмӑлланине пӑхмасӑр — вӑл пулас чӳкҫӗ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ самантранах ҫав чӳкҫӗ вӑл тӗлленӗ ҫӗре мӗншӗн чупса тухрӗ?

Ван-Конет притворился влюбленным ради богатого приданого, несколько недоумевая, при всех успехах своих среди женщин, как это жертва сама выбежала под его выстрел, когда он только еще изучал след.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пурне те хывсан, тумтире шкапа ҫакса хурсан ҫутӑ сӳнтерчӗ те самантранах тарӑн ыйха путрӗ, — ирхине алӑкран шаккасан та тӳрех вӑранаймарӗ: хуҫа хӗрарӑм канӑҫсӑрланмах пуҫларӗ, — вун пӗр сехет ӗнтӗ, унӑн кофе чейникӗ вара саккӑрмӗш хут вӗрет.

Все сняв с себя, повесив одежду в шкаф, он погасил свет и уснул так крепко, что утром не сразу очнулся на стук в дверь: хозяйка начала беспокоиться, было уже одиннадцать часов, и ее кофейник закипал восьмой раз.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней