Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ тӳсӗмлӗхӗпе тӑрӑшулӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ ывӑлӗнче пурришӗн савӑнаҫҫӗ ҫывӑх ҫыннисем.

Помоги переводом

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Савӑнаҫҫӗ, йӑпанаҫҫӗ ҫамрӑксем турӑ пӳрнӗ рехет-самантпа усӑ курса.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хурҫӑ рельсӑсене хӑйраса татма хатӗрленнӗнех савӑнаҫҫӗ вакун айӗнчи хастар кустӑрмасем.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ Красновсем 4 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Хальхи пурнӑҫа сӑвӑсемпе сӑнласа параҫҫӗ: Уйӑп Мишшин «Лирика», Георгий Ефимовӑн «Унӑн ҫулӗ», «Ялти тӗрленчӗксем», Алексей Воробьевӑн «Юратнӑ сӑнсем», Николай Евстафьевӑн «Манӑн тантӑшсем савӑнаҫҫӗ», Николай Сандровӑн «Тул ҫутӑлать», Альберт Канашӑн «Сӑвӑсем» т. ыт. поэтсен сӑвӑ кӗнекисем те.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Эх, савӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗвел те, симӗс тумпа витӗне пуҫланӑ вӑрман та, ем-ешӗл кавир пек сарӑлса выртакан ыраш пусси те — пурте ун телейӗшӗн савӑнаҫҫӗ пек туйӑнать.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллисенче папка та портфель тата пысӑках мар сумка тытнӑ ҫамрӑксем паянхи кунпа савӑнаҫҫӗ авӑ: шӳтлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗккелес илеҫҫӗ, йӗплӗ сӑмахпа та витереҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Мӗне кура пӗрисем пурлӑхпа та ырлӑхпа савӑнаҫҫӗ, теприсем хуйхӑпа куҫҫульрен уйрӑлаймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тӗп хулара пурӑнакансем тата унта час-час пырса сӳрекенсем ҫирӗм-вунӑ ҫул каялла икӗ хутлӑ хӑма-йывӑҫ бараксем ларнӑ ҫырма-ҫатраллӑ та хыт-хура ӳсекен тӑрӑхсенче, ҫӗнӗ, нумай хутлӑ тата хӑйне евӗр илемлӗ ҫуртсем ҫӗкленнипе пур кӑмӑлран савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Энтриелсем те ҫӗнӗ ФАПшӑн савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ярӑславра тата Энтриелте ФАПсем уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36683.html

Таҫта ҫӳлти ирхи шуҫӑм ҫапнӑ уҫлӑхра тинкерсе пӑхсан та куҫа курӑнман тӑрисем каҫса кайса савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ял ҫыннисем савӑнаҫҫӗ, кулаҫҫӗ.

Деревенские радуются, смеются.

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ял ҫыннисем те чечексемшӗн савӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ бутонсен патӗнчен лӑпкӑн иртсе кайма май ҫук.

Помоги переводом

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Амӑшӗпе чӗпписем ҫеҫ савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Чӗпписем ҫитӗнсе, тӗрекленсе ҫитнипе савӑнаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ ҫӑмӑл ҫунатсем.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Уйрӑмах 1958 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Катя» ятлӑ кӗнекери калавсене вулакансем кӑмӑлласа йышӑнаҫҫӗ, авторӑн прозӑри ӑшӑ лирикипе савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вӑт ҫуркунне вара уяв тӑваҫҫӗ, ҫатӑлтатаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ!

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней