Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турксем енче сӑнӑсем курӑннӑ, вӗсен ун пек сӑнӑсем ку вӑхӑтчен пулман: ҫав сӑнӑсем вырӑссен пулнӑ: турксен ретӗнче некрасовецсем кӗрешнӗ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Ҫав вӑхӑт тӗлне 10-мӗш ҫар ретӗнче 18000 штык, 8000 хӗҫ тата 132 оруди шутланнӑ; ӑна хирӗҫ ҫапӑҫакан Добровольчески-Кубански ҫарӗн 7600 штык, 10750 хӗҫ тата 68 тупӑ пулнӑ.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпир командовани ӗҫне хамӑр ҫине илетпӗр те хамӑр Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче тӑрса мӑшкӑл тунине чыслӑн каҫарттарма мӗнле пулсан та май тупатпӑрах.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Колонна пуҫӗнчи взводӑн виҫҫӗмӗш ретӗнче Митька Коршунов, Вешенская станици тытӑмне кӗрекен Каргия ятлӑ хуторти казак Иванков Михаил тата Усть-Хопер казакӗ Козьма Крючков пыраҫҫӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫук, манӑн ҫар ретӗнче пулас килет!
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче С. Бабаевский Совет Ҫарӗн ретӗнче ҫар корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ.
Семен Бабаевский // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.
Ҫӑк пысӑках мар удостоверение тытакан ҫын тӗнчене ӑслӑ та хӑюллӑн ҫӗнтерекен аслӑ халӑхӑн хастар гварди ретӗнче тӑракан, ӗҫҫыннисен чи малта пыракан отрячӗн — урӑхла каласан Пӗтӗм Союзри Коммунистсен (большевиксен) Парти членӗ иккенне пӗлтерет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ачан паҫӑрхи хурлӑхлӑ шухӑшӗсем ерипен иртсе кая пуҫларӗҫ; паҫӑр ӑна тархасласа чарӑнми, ҫав тери вӑйлӑ халӑх ушкӑнӗ малалла, хӑйсен ҫулӗпе утса пынӑн туйӑнчӗ, вӗсен ретӗнче пыракан ашшӗ кая тӑрса юлнӑ пекчӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унӑн ретӗнче тӑни — пысӑк чыс, ывӑлӑм!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ытла пӑчӑран шупкалнӑ тӳпен кӑваклӑхпе те, хӗвелӗн сывлӑшра чӗтӗрекен ылттӑнла ҫутине те, аякри уйӑн ӑшӑ-ӑшӑ симӗслӗхне те, — калӑн, ҫаксене вӑл халиччен асӑрхаман, — ҫийӗнчех ҫивӗч те хаваслӑ витӗрлӗхпе курах кайрӗ вара вӑл, сасартӑк хӑйне ҫап-ҫамрӑккӑн, вӑйлӑн, маттуррӑн та мӑнаҫлӑн туйса илчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, куҫа курӑнман пӗр ирӗк-кӑмӑлпа вӑрттӑн ҫыхӑннӑ та, ҫак яштака, ним хускалман, хӑватлӑ ҫынсен йышӗнче, ретӗнче тӑрать…
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн…Ты — старый член партии, красный партизан, краснознаменец, и вдруг такое явление…
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кил хуҫи арӑмӗн пысӑк шкап пур, унта пурҫӑн платьйӑсем, мантильйӑсем, салопсем; чепецсене Нева леш енче, Литейнӑй патӗнчепе пӗрех ятран ҫӗлетеҫҫӗ, пушмаксене Апраксин ретӗнче мар, Гостинӑй ретре туянаҫҫӗ, шлепкине вара — астӑвӑр-ха, Морская урамӗнчи магазинтан!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ытла ирне те хаяр йышӑну-кӑтартусене пӑхмасӑр, вӗсен ретӗнче ӳсӗрсем пурри те палӑратчӗ ӗнтӗ (ҫутӑ эрехпе уявсенче тата ҫӗрлехи вӑхӑтра ӗлӗк шинкарь пулнӑ Сруль вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ сутӑ тӑвать).
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Уява хатӗрлекенсемпе хӑнасен ретӗнче шкул директорӗ Борис Терентьевич Семенов, физкультурӑпа спорт ӗҫӗсен тата патриотла мероприятисен организаторӗ Николай Дмитриевич Павлов, Кӗҫӗн Кипек ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Яковлевич Верендеев, район администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ Денис Юрьевич Трофимов, паллӑ математик – Пӗтӗм тӗнчери Геннадий Никандрович Волков академик ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ Вера Михайловна Гурьева, учительсем, космонавт пулма хатӗрленекен ачасем, фронтпа тыл ветеранӗсем тата, паллах, чаплӑ тӗл пулу пуҫаруҫи Эрик Васильевич Васильев.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Галинӑн ашшӗ Петр Григорьев - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ретӗнче.
Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17
Ҫар ретӗнче Хисеп хутне тивӗҫет.
Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06
Пурнӑҫӑн малти ретӗнче утакансем ун чухне парти ретне активлӑн туртӑнатчӗҫ.
Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011
Часах пуриншӗн те паллӑ пулать: ректор хӑмпӑланни, малтисен ретӗнче пыратпӑр тени — пӗтӗмпех пушӑ сӑмах иккен.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Унӑн шучӗпе, ҫакӑн тӗп сӑлтавӗсен ретӗнче - ҫӗршыври социаллӑ лару-тӑру ҫивӗчленни, пусмӑра, вӑйпа усӑ курнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем анлӑн демонстрацилени.
Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№