Поиск
Шырав ĕçĕ:
Компани гендиректорӗ Аваг Ханеданян мӗнпур ӗҫе раштавӑн 25-мӗшӗччен вӗҫлеме шантарчӗ.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштавӑн 18-мӗшӗнче 16 сехетре кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ.
Театрӑн ҫулӗ пулнӑ тумхахлӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20792.html
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн пӗлтӗрхи раштавӑн 27-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче Чӑваш Ене «инвестици сферинче пысӑк стандартсем палӑртакан» регион-лидерсен шутӗнче асӑнса хӑварчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫак вӑхӑтри чӗлхеҫӗсем пуҫланӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ: 1938 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисене» ҫирӗплетнӗ.
Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Перов Иван Николаевич 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ.Перов Иван Николаевич родился 30 декабря 1945 года в деревне Еметкино Козловского района.
Иван Перов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12957.html
Курав иртнӗ ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче уҫӑлчӗ.
Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Сӑмахран, 1976 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче бюро ларӑвӗнче «КПСС Тӗпкомӗн «Творчествӑри ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ҫинчен» хушӑва пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тумалли мерӑсем пирки тӗплӗ калаҫу пынӑччӗ.
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ асӑннӑ ҫынсене тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑпланӑччӗ.
«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫари вулавӑшра раштавӑн 5-мӗшӗнче «Кайӑксене хӗлле апат ҫитерӗр» ятпа калаҫу ирттернӗ.
Сивӗ шиклентермесен те выҫлӑх шеллемӗ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/10851.html
Пӗрлехи юмах номерӗ раштавӑн 19-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html
ЧР Министрсен Кабинечӗн 2014 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн экономикӑшӑн тата социаллӑ пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен 2015 ҫулти йышне ҫирӗплетнӗ.
Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№