Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳртне (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх лесникӑн ҫӗнӗ пӳртне сыхлама чупрӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ, хурах кӑшкӑрса-шавласа, рабочисен пӗчӗк пӳртне чӑмма ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӳртне савӑк кӑмӑлпа, ачине мӑнаҫлӑн йӑтса, хӑйӗн тата виҫҫӗмӗш ҫула кайнӑ Лиля шӑпишӗн хумханма пӑрахса пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртне ывӑлӗсене вӑратас мар тесе асӑрханса кӗчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем, акӑ, Палюков пӳртне кӗчӗҫ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӳртне те, алкумне те, сарайне те, мунчине те, нӳхрепне те пысӑк, сулмаклӑ ҫӑрапа питӗрет.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫирӗп те илемлӗ, питӗ илемлӗ тӑвас килет унӑн ҫӗнӗ пӳртне.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Хурал пӳртне.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Конюхсен пӳртне кӑштӑртатса кӗчӗ.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗлӗнмелле: Курак маткин пӳртне кӑткӑ йӑва тунӑ иккен.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ферма пӳртне ҫӗр ҫӗмӗрттерсе пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫ пулас умӗн вӑл конюхсен пӳртне кӗчӗ те сӗтел ещӗкӗнчен пысӑках мар папка туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ферма пӳртне пырса кӗрсенех ултӑ стакан шыв ӗҫрӗ.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хресчен пӳртне «шӑшикуҫ» — хӑйчикки анчах ҫутатнӑ ун чух.

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Йӑван карӗ тит те, вӑл та патша пӳртне кӗрсе ларчӗ тит.

Йыван пошел туда, зашел в царский дом.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Пушар вӑйлансах пычӗ, халь ӗнтӗ Микки пӳртне ҫурри таранах вут-ҫулӑм хыпса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Машина куҫран ҫухалсан, эпир, Брянцев, Кудряшов, Пруткин тата эпӗ, каялла диспетчер пӳртне кӗтӗмӗр те больницӑран хыпар кӗтме тытӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хӑйӗн пӳртне ҫеҫ эрешленӗ-и! — хутшӑнчӗ Анюк.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта-кунта кирпӗч йӑтса, хӑма-пӗрене сӗтӗрсе, пӳртне пысӑклатаҫҫӗ, никӗсне ҫӗклеҫҫӗ («икӗ этажлӑ, виҫӗ пуккуйлӑ пулса тӑчӗ пирӗн пӳрт»), вара ӑна виҫӗ хут хаклӑрах хакпа сутса яраҫҫӗ те ҫак хуҫалӑха туянаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурӑна киле пӳртне пысӑклатнӑ, ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней