Поиск
Шырав ĕçĕ:
Картунтан ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра, сӑртлӑрах вырӑнта, юмахри тухатмӑшӑн чӑх ури ҫинче тӑракан пӳртне аса илтерекен каланча пур.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Эх, раз, эх, два, — мӗн пулать те мӗн килет, атя! — ҫунатлантаракан, ӑсран тайӑлтаракан темле эмел ӗҫнӗн, чун-варлине ҫавӑтса, алӑксене шӑлтти-шалтти уҫса та хупса, Хурамалкинсен пӳртне хӑюллӑн кӗрсе тӑрать этем; электроҫутӑн алӑк патӗнчи тӳми ҫине шӑч пусать; чӑлт тӑваҫҫӗ лампочкӑсем.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Услантӑр мучин пӳртне тӑватӑ енчен те хӗсет, хӗсет шартлама сивӗ шӑплӑх.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Акӑ эсӗ больницӑран ача ҫуратса килнӗ тӗле вуттине те хатӗрлетӗп, пӳртне те мунча пекех ӑшӑтса хуратӑп.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Акӑ вӑл, ҫӗрпе, хӑвӑрпа, чул катӑкӗпе «калаҫма» пултараканскер, хурал пӳртне хурланса кӗрет те, кантур таврашӗсене куланай чакарттарас тесе йӑлӑнса, урайне выртнӑ хура халӑха тата ӑна тӗрлӗ хырӑҫ-мараҫшӑн хӗвеме илсе килнӗ пӗр купа ҫӗмӗрт хулли курсан, йывӑр шухӑша кайса, хӑйӗнчен хӑй ыйтать:
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ашшӗне лагере ӑсатсан, пӳртне сӳтсе кайнӑ хыҫҫӑн, мунчана пурӑнма куҫнӑ, унта пӗчӗк кӑмака лартнӑ.
Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/
Картишне те, пӳртне те чӳречерен пӑхрӑм.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
— Ан пӑхкала, ан сӑна хусах арҫын пӳртне.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗррехинче арман пӳртне мелник евӗрлех шӑп ҫӳреме юратакан Инке Яккӑвӗ килсе кӗрет.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улӑмпа шӑлкаласа тасатнӑ хыҫҫӑн йывӑр чула бригада пӳртне йӑтса кӗчӗ Ҫимун, хунарпа ҫутатса, пур енчен ҫара алӑпа сӑтӑркаласа пӑхрӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юмахри Ашапатман карчӑкӑн пӳртне кӗнӗ пекех туйӑнчӗ Петӗре.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Йӗтем пӳртне тахӑшӗ хутать-ха», — шухӑшларӗ Мария Тимофеевна.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗҫе каяс умӗн шалти пӳртне ҫӑрапа питӗрчӗ — Куҫми ан куртӑр укҫана, шӑршине те ан систӗр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӳртне кӗрсенех вӑл кинне сывлӑх сунчӗ, Иванӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ: хыпар-мӗн ҫук-и, тӗлӗк тавраш курман-и унта.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗнӗ тикӗт шӑрши ҫапса тӑракан урапи ҫине мӗн кирлине йӑлтах хучӗ те кӑштах тумланкалама пӳртне кӗчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Платуна хурал пӳртне кӗртсе пӑрахрӗҫ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хурал пӳртне кӗртсе пӑрахар та, ыран, тиекпе стражник килсен, ӑна ялтан хӑвалама приговор йышӑнӑпӑр!
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӳртне пӳрт умӗн тӑрринчи тимӗре ҫутӑ сурикпе сӑрланӑран тата капӑртарах, илемлӗрех курӑнать-туйӑнать.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Кашкина гражданка, эс кунта хурал пӳртне мар, собеса килнӗ.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.