Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗскӗнсем, пӳрнисене пӗтӗмпех чиксе пӗтернӗ.
Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625
Хӗрачасем пӳрнисене хӗреслесе тытрӗҫ.
Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605
Лешӗ, ҫирӗпрех тытас тесе, пӳрнисене чармакларӗ, анчах ҫӑмартине чӑмӑртаса ватаймарӗ.Тот растопырил пальцы, чтобы схватиться покрепче, но так и не смог смять яйцо в кулаке.
Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601
Анчах вӑл темшӗн Валерия Ивановна ҫине пӑхмарӗ, унӑн халатне, ним тума пӗлмен енне халат тӳмине турткалакан пӳрнисене сӑнакаларӗ, больница ҫурчӗ ҫинелле, ҫурт сумӗнчи йывӑҫсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ҫав вӑхӑтра манӑн ӑна, хыттӑн-хыттӑн ыталаса илсе, унӑн аллисене, пӗчӗк пӳрнисене, питне хӗрӳллӗн-хӗрӳллӗн чуптӑвас килчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
— Акӑ мӗскер, Александр Петрович, сӑмахсене суйласарах калаҫӑр, мӗншӗн тесен ман ӗҫ кабинечӗ — самолет кабини пулнӑ! — пӳрнисене шӑтӑр-шӑтӑр шаклаттарчӗ Герасим Федотович.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӑй вӑл, мӑнтарӑн, йӗп-йӗпе тара ӳкрӗ, хытӑ чӑмӑртанипе ыратакан пулнӑ пӳрнисене вӗре-вӗре сиплерӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Аркаш пӳрнисене шӑрпӑкпа пӗҫерте-пӗҫерте пирус чӗртрӗ, тӗтӗмӗ тулалла тухтӑр тесе мӑрьене тимӗр кӑмака тӑрпи чикмелли шӑтӑка уҫрӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Унӑн алсишӗсене хывса пӗчӗкҫӗ пӳрнисене тыта-тыта пӑхрӗ: тӑм илмен иккен.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Ш-ш! — пӳрнисене ҫӳлелле ҫӗклесе шӑпланма хушрӗ ӑна йӗкӗт.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Украинӑра пуш уйӑхӗнче сивӗ ҫанталӑкра алли-урин пӳрнисене тӑм илнине ӑнсӑртран ҫеҫ каланӑччӗ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Зоя аппӑшӗ пӳрнисене пианино шӑлӗсем ҫине хучӗ те пусмасем тӑрӑх, таҫта ҫӳ-ӳлелле, чупса хӑпарса кайнӑн туйӑнчӗ.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Катя та хӑйӗн телейӗпе туллин киленет: мӑрла-мӑрла, пуҫӗпе аппа кӑкӑрӗ ҫумне те шӑлӑнкалать, ун ал пӳрнисене ҫулакаласа илет, хӳрине вӑраххӑн выляткалать — савӑнӑҫне ниҫта шӑнӑҫтараймасть вӑл.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Эпӗ янкӑр уҫҫӑн вӑраннине, яртах уҫӑлса кайнине курсан, йытӑ, пӗтӗм кӳлепипе чӗтрене-чӗтрене, пукрас хӳрине антӑхса кайса пӑлтӑртаттарма пуҫларӗ, ман пушмака, ал пӳрнисене ҫулакаласа илчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Мӗн, арҫынӗ питех те килӗшрӗ-им? — йӑлттин тинкерсе, Ленӑпа те шӳтлесе, те ӑна йӗплесе илчӗ кунта ӗҫлекен хӗрарӑмсенчен пӗри, ҫивӗч хура куҫли, пиҫмен пашалу пек тачка туталли, пӳрнисене «хӗрлӗ тюльпан» — маникюр туни, самӑртнӑ сысна пек тапчамми (тӑхӑр уйӑхпа ҫӳрекенскер пулчӗ пулинех?).
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ак вӑл чӑштӑр-чӑштӑр туса каллех темле лаштра, ҫатӑркка тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӳрнисене вӗтӗ-вӗтӗ йӗпсем тирӗнсе тулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку, ӗнтӗ «качтакине», юлташӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене те ҫилӗ хыва-хыва, сӗмленкеле-сӗмленкеле, мекӗшлеткелесе, аллипе ҫӗртен тӗренкелесе, упалене-упалене ури ҫине тӑчӗ, пӑтранчӑк, саланчӑк куҫне «качтаки» ларнӑ еннелле тӗттӗммӗн тӗллерӗ, пӗр супка тӳлек ҫилпех лӑнкӑртатакан ҫӗрӗк тивнӗ йывӑҫ пек сулӑнкаласа тӑчӗ, вара ал пӳрнисене икшеррӗн пӗр-пӗринпе пӗтӗҫтерсе ҫӑварне чиккелерӗ те пӗтӗм шалти сывлӑша хӑлтӑркка, тутӑх тивнӗ саспа вӗртерсе, шӑхӑрса ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑш-пӗр тӗлте е йывӑҫӑн хӑйпӑнчӑкне, е хуҫӑлнӑ турат тӗпне, е йӗплӗ вулӑллӑ тӗмӗ ҫине пыра-пыра тӗрӗнсе, тӑрӑнса, Ула Тимӗр ал лапписемпе пӳрнисене ыраттарса, юнлантарса, шӑрпӑк та кӗрткелесе пӗтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.